Мартăн 1-мӗшӗнчен онлайн-сервиссем çын килӗшӗвӗсӗр банк картти çинчен укçа хываймӗç
Унсăр пуçне документ подпискăсемпе тӳлевсене çăмăллăн вӗçлеме майсем туса пама та хистет.
Малашне онлайн-сервиссем вӗсен услугисемпе усă куракансен килӗшӗвӗсӗр банк картти çинчен укçа хывса илеймеççӗ. Çак чару мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет.
Документ онлайн-сервиссене упранса юлнă картта реквизичӗсемпе клиент килӗшӗвӗсӗр усă курма чарать. Унсăр пуçне вăл подпискăсемпе тӳлевсене çăмăллăн вӗçлеме майсем туса пама та хистет.
Юлашки вăхăтра банк уйрăмӗсене çынсем хăйсен картти çинчен вӗсене пӗлтермесӗрех тӳлевсем хывса илни пирки пӗлтерсе шăнкăравлани йышланнă. Уйрăмах нейросетьсемпе усă куракансенчен. Çынсене вӗсемпе тӳлевсӗр е пӗр тенкӗпех темиçе кун усă курма май пулни илӗртет. Сайтра вара чее конопкăсем пур. Вӗсене пусмасăр малалла ӗçлеме çук. Пӗр тенкӗпе усă курса пăхма килӗшетӗп тесе пусатăн та банк карттин даннăйӗсене çырса тӳлетӗн. Ятарласа «подписаться» тени çине пусмастăн. Анчах пӗр тенкӗлӗх е тӳлевсӗр ӗçлесе пăхма килӗшни шăпах сайта çырăннине пӗлтерет. Çак серепене эпӗ хам та çаклантăм. Виçӗ кун тӳлевсӗр усă курнă хыççăн сайта кӗме пăрахрăм. Унта регистрациленмен, харпăр кабинет уçман. Анчах тем вăхăтран картта çинчен укçа çухалма пуçларӗ. Эрнерен тата. Сайтри номерпе те шăнкăравларăм, çырăннине чарас тесе сайта урлă-пирлӗ те тӗрӗслерӗм – пулмарӗ. Банка шăнкăравласан та усси пулмарӗ. Унта карттăна блок лартма тата çӗннине тутарма сӗнчӗç. Пӗр уйăхра виçӗ хутчен 2-шер пин тенке яхăн хывса илчӗç. Айтишниксем ăнлантарнă тăрăх, ку официаллă ресурсăн фишинг сайчӗ пулма пултарать. Урăхла каласан, шулӗкле сайт.
Нумай çын çакланать вӗсен серепине. Çавăнпа интернетра тӳлевсем тунă чух, тӗрлӗ сервиссене çырăннă чух питӗ асăрхануллă, тимлӗ пулмалла. Фишинг сайтсене нумай чухне ахаль çынна чăннисенчен уйăрса илме йывăр.
Вăя кӗрекен çӗнӗ закон улталанасран сыхласа хăварасса шанас килет.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев