Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансене укçа пухакан акцие хутшăнма чӗнеççӗ

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви Алексей Талайăн ыркăмăллăх фончӗ йӗркеленӗ çаврăнăшран тухнă укçа пуçтарас акци пуçланине пӗлтерет.

Пухнă укçапа «Живая память благодарных поколений» халăх палăкне лартасшăн. Проектăн тӗп тӗллевӗ – Раççей тата Беларусь халăхӗсене пӗрлештересси. 
Пӗрремӗш палăка Минскра лартнă, иккӗмӗшне – Брест крепоçӗнче, виççӗмӗшне – Мускаври Поклонная тăвӗ çинче. Раççей Президенчӗ Владимир Путин тата Беларусь Президенчӗ Александр Лукашенко та палăксем валли укçа пухнă çӗре хутшăннă.

«Республикăра пурăнакан кашни çын акцие хутшăнма пултарать. Кун валли Совет Союзӗ вăхăтӗнчи е çаврăнăшран тухнă вак укçа илсе килмелле, хальхи вăхăтри укçасене те  илсе килме юрать. Çаврăнăшран тухнă укçана палăк тума шăратаççӗ пулсан, хальхисене  –  проекта финанслама яраççӗ. Январӗн 26-мӗшӗнче ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин коллегийӗнче пухнă укçана Алексей Талая парăпăр», –  пӗлтернӗ ведомство ертӳçи Азат Кадыров.

Укçа пухмалли колбăсене Хусанти çамрăксен центрӗсемпе вӗренӳ учрежденийӗсенче тата министерствăра вырнаçтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев