Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗн Сӗнчел шахматистсене пухрӗ

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел клубӗнче январӗн 6-мӗшӗнче шахматла выляссипе уçă Раштав турнирӗ иртрӗ. Ку ăмăрту ялшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм тата 2025 çулта культура ӗçченӗсем тунă пысăк ӗçе пӗтӗмлетни пулчӗ.

Пӗлтӗр çулла ял клубӗн коллективӗ грант çырнăччӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара кӗçӗнсӗнчелсем Тимченко фончӗн конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсен шутне лекни паллă пулчӗ. Асăннă фондпа Раççей Шахмат федерацийӗ пурнăçа кӗртекен «Добрый спорт» грант пулăшнипе Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче шахмат клубӗ уçнă.

Раштав турнирӗ нумай пулмасть йӗркеленнӗ клубăн пӗрремӗш пысăк мероприятийӗ пулчӗ. Ăмăртăва хутшăнма ял-йышсăр пуçне Шупашкартан, Нурлатран, Аксуран, Аслă Сӗнчелӗнчен, Анат Тутар Майнинчен те шахмата юратакансем килнӗччӗ.

– Шахмат ачасенче пӗр вырăнта вăрахчен ӗçлесе лараслăха, тимлӗхе, чăтăмлăха аталантарать, тарăн шухăшлама, танлаштарма, мӗн тусан мӗн пулнине ăнкарма вӗрентет. Унпа кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухнех туслашмалла. Паян, телее, шахмат вăййи ачасен хушшинче те, аслисен хушшинче те анлă сарăлнă, – терӗ турнирăн тӗп судйи Геннадий Горбунов.

Турнир швейцари системипе иртрӗ. Шахматистсем кашни çӳревшӗн 10 минут плюс 5 çеккунт вăхăтпа тăхăр тур вылярӗç. Ăмăртăва хутшăнакансене икӗ категорие пайланăччӗ: «тинтерех выляма пуçланă шахматист» тата «пӗтӗмӗшле зачет».

Турнир питӗ те кăмăллă та ырă атмосферăра иртрӗ. Шахматистсем хăйсем палăртнă тăрăх, çак вăййа юратакансем пухăннă çӗрте яланах хăйнеевӗрлӗ кăмăл-туйăм – тимлӗх тата пӗрле вылякансене хисеплени – хуçаланать. Кӗçӗн Сӗнчел хăнисем ку турнирта выляма калама çук кăмăллă пулнине пӗлтерчӗç: клубра хăтлă пулни, вăййа кашни вак-тӗвеке шута илсе йӗркелени, йӗркелӳçӗсем вылякансене пурне те тимлӗх уйăрни ăмăртăва тӗрӗс те аван иртме май пачӗ.

– Пирӗн паллă ентешӗмӗрӗн Сергей Андреевич Абруковăн çуралса ӳснӗ тăрăхне паян инçе çула кӗскетсе килни эсир ăна хисепленине, асра тытнине çирӗплетет, – терӗ Кӗçӗн Сӗнчел клубӗн методисчӗ Вера Уканеева. – Вăл хăйӗн тăван ялӗнче шахмат турнирӗ иртни пирки пӗлсен питӗ савăннă пулӗччӗ. Манăн грант илес тесе пӗрле тăрăшнă ӗçтешсене – Аксу районӗн Культура çурчӗн ӗçченӗсене Ольга Копаневăпа Лилия Нутфуллинăна чӗререн тав тăвас килет.

Турнира ирттерес ӗçре йӗркелӳçӗсене Уканеевсен çемйи, ял-йыш тата районти Культура çурчӗ нумай пулăшнă. Клубри «Парне» йӗркеленӳ шахмат турнирне хутшăннă кашни çын валли медальсем тата çулла çак тăрăхра пуçтарнă техӗмлӗ курăксенчен типӗтсе тунă чей хатӗрленӗ. Грант пулăшнипе йӗркелӳçӗсем турнирта палăрнă шахматистсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

«Тинтерех выляма пуçланă шахматист» категорире Ярослав Афиногентов, Глеб Крайнов (Аксу) тата Вадим Младенцев (Кӗçӗн Сӗнчел) лайăх кăтартусем турӗç. «Пӗтӗмӗшле зачет» категорире Фаиль Гафиятуллин (Анат Тутар Майни), Михаил Безруков тата Анатолий Сидоров (Нурлат) палăрчӗç.

Проектăн ертӳçи тата тренерӗ Роман Уканеев çакнашкал мероприятисен тӗп хаклăхӗ вăйăра çӗнтерни кăна мар, вăл ачасемпе аслисене çакăн пек ăс-тăна аталантаракан вăйă пулăшнипе пӗрле пухăнма май пани те пулнине палăртрӗ. Паянхи кун, чăн та, Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи шахматистсен «Туссен клубӗ» тавра ялсемшӗн те вăхăта усăллă та интереслӗ ирттермелли вырăн пулса тăнă.

Çӗнтерӳçӗсене чыслас церемоние Аксу район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Алексей Тимирясов тата культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталия Куштукова хутшăнчӗç. Вӗсем турнир ялсенчи культурăпа спорт пурнăçне аталантарас ӗçре питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç.

 

Н.Уканеева сăнӳкерчӗкӗсем.

Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев