Хусанта Раççей Кубокӗшӗн йӗлтӗр турнирӗ пуçланчӗ
Январӗн 15 – 18-мӗшӗсенче Хусанти «Мирный» йӗлтӗрпе биатлон комплексӗнче Раççей Кубокӗшӗн йӗлтӗр турнирӗн IV тапхăрӗ иртет. Ăмăртăва Раççейри 32 регионтан тата Беларусь Республикинчен пурӗ 230 спортсмен хутшăнать.
Çак кунсенче старта Раççейӗн чи вăйлă йӗлтӗрçисем, çав шутра Олимп вăййисен чемпионӗсем тухаççӗ. Вӗсем: Александр Большунов, Алексей Червоткин, Денис Спицов, Юлия Ступак, Вероника Степанова, Татьяна Сорина.
Юниорсен хушшинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче палăрнă йӗлтӗрçӗсем, çав шутра Тутарстан чысне хӳтӗлекен Анастасия Фалеева, Иван Горбунов, Сергей Адашев тата ытти спортсменсем те Кубокра хăйсен вăйне тӗрӗслӗç.
ТР спорт министрӗн пӗрремӗш çумӗ Халил Шайхутдинов каланă тăрăх, республикăра йӗлтӗр спорчӗн бази вăйлă пирӗн. Пӗтӗмпе ку спортра 5 пин спортсмен, ăмăртусене 154 тренер хатӗрлет вӗсене. Регионта 40 спорт шкулӗ, Олимп резервӗсен 3 шкулӗ, снегоходлă, сӗтел-пуканлă тата инвентарлӗ 44 модульлӗ йӗлтӗр бази пур. Кашнинче 100-шер мăшăр йӗлтӗр.
Ăмăртусем паян хӗрарăмсем ирӗклӗ стильпе – 10, арçынсем 15-шар километр чупнипе пуçланать. Январӗн 17-мӗшӗнче классика стилӗпе спринт иртет. Январӗн18-мӗшӗнче 10+10 километр дистанциллӗ скиатлонпа ăмăрту вӗçленет.
Çӗршывăн чи вăйлă спортсменӗсен ăмăртăвӗсӗр пуçне куракансем валли обществăлла апатлану вырăнӗсем ӗçлеççӗ, конкурссем иртеççӗ, асăнмалăх парнесем вылянтараççӗ. Ăмăрту куракансемсӗн тӳлевсӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев