News by date 17 February 2026
-
Студентсен отрячӗсен уяв
Паян, февралӗн 17-мӗшӗнче татах Студентсен кунне паллă тăватпăр. Хальхинче уяв саламне йышăнакансем Студентсен отрячӗсене хутшăнакансем.
-
Хусанти Истори паркӗнче паттăрсене халалланă курав уçăлать
Хусанти «Россия – Моя история» истори паркӗнче февралӗн 19-мӗшӗнче «Знание. Герои» мультимедиллӗ курав уçăлать. Ăна «Знание» Раççей обществи тата Гуманитари проекчӗсен фончӗ пӗрле йӗркеленӗ. Çулталăк иртиччен экспозиципе çӗршыври 24 истори паркӗнче паллаштарӗç. Хусанта курав мартăн 21-мӗшӗччен ӗçлӗ.
-
Шупашкарта Иакинф Бичурина халалланă курав уçăлнă
Наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Чăваш Енри, Санкт-Петербургри тата Китайри 40 ытла ӳнерçӗн ӗçӗсене тăратнă курав ӗçлеме пуçланă. Ăна паллă чăваш ывăлне, синолога, китаеведа, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандритне Иакинф Бичурина халалланă.
-
Çӗрлехи диспансеризаци
2013 çултанпа пыракан диспансеризацие иртме пирӗншӗн çулран çул çывăхрах, меллӗрех. Тӗрӗслевсен йышӗ те ӳсет, пациентсен вăхăчӗсене перекетлес тӗллевпе диспансеризаци иртессине ансатлатма тăрăшни те куçкӗрет
-
Çынсем марала çитерсе тăраççӗ
Атня районӗнче пурăнакансемпе ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем инкеке лӗкнӗ чӗрчуна пулăшса тăни çинчен ведомство пресс-служби пӗлтерет.
-
Анат Камăра е çук?
Çул çитменнисем 3-ри ачаран мăшкăлласа кулни социаллă сетьсенче сарăлнă хыççăн Анат Кама йӗрке хуралӗ тӗрӗслеме тытăнни пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.