Студентсен отрячӗсен уяв
Паян, февралӗн 17-мӗшӗнче татах Студентсен кунне паллă тăватпăр. Хальхинче уяв саламне йышăнакансем Студентсен отрячӗсене хутшăнакансем.
2016 çултанпа çак кун ӗçлекен студентсен бригадисене, отрячӗсене саламлатпăр. Ку юхăм улран çул вăй илсе пырать, республикăра та, çӗршывра та, халăхсен хушшинчи проектсене те хастар хутшăнаççӗ студентсем. Тӗслӗхе Египетра электростаници лартассипе ӗçленине, Минскра, Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенче строительство ӗçӗсене тунине аса илмелле. Хамăрăн республикăра та студентсен çивӗч ăсӗ, ӗçе юратакан алли кирлӗ предприятисем çук мар. «Алабуга» эконмикăн ирӗклӗ зони пирки сăмах пырать-и, Çырчаллинчи «Камаз» ПАО çинчен-и...
2025 çулта Тутарстанри студентсен отрячӗсен штабӗ 15 950 студента пӗрлештерет, урăхла каласан – 51 ӗç бригади тата 297 йăлана кӗнӗ отрядсем. Çакăн пек цифрăсем илсе кăтартнă паян ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров вӗренекен-ӗçченсене саламланă чух.
Министр Тутарстанри студентсен отрячӗсем çулсене юрсенчен тасатнă çӗрте пулăшма хатӗрри çинчен пӗлтернӗ. Анчах ку ӗçе управлящи компанисен килӗшӗвӗсӗр пуçăнма çук иккен. Асăрхаса хăварар, сăмах волонтерсем пе ӗçлесси пирки мар, апла ӗçшӗн укçа тӳлемелле пулать. Енчен те вӗсем çапла майпа çамрăксен пулăшăвне йышăнма хирӗç мар-тăк, министерство хатӗр калаçса татăлнă çӗрте тӗрев пама.
Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев