Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çынсем марала çитерсе тăраççӗ

Атня районӗнче пурăнакансемпе ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем инкеке лӗкнӗ чӗрчуна пулăшса тăни çинчен ведомство пресс-служби пӗлтерет.

Юр нумай çунăран кăçал вăрманти чӗрчунсене апат-çимӗç тупма çав тери йывăр.  Маралсемшӗн те  чи йывăр вăхăт – хӗлле. Тарăн юр ăшӗнчен апат тупма кансӗррипе Атня районӗнче марал çынсем пурăнакан çӗре тухнă.  Вăрмантан килнӗ хăнана пулăшас тесе ун валли апатланма ятарлă вырăн хатӗрленӗ ял çыннисем, кулленех вӗсем унта тырăпа утă хураççӗ.

Вăрманта условисем лайăхланиччен чӗрчуна апатлантарса тăма хатӗр пулăшакансем. Çуркунне çитсен, юр ирӗлсен марал хăнăхнă тавралăха пӗр йывăрлăхсăр таврăннине те шанаççӗ вӗсем. Тен, марал тăрсан-тăрсан  çынсем патне килсех тăрӗ, çакă çынсене пӗрлештерекен, çутçанталăка упрасси мӗн тери кирлине аса илтерекен лайăх йăла пулса тăрӗ.

Аса илтеретпӗр: «Экологическое благополучие» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ – пирӗн çӗршывра çутçанталăк тӗрлӗлӗхне упраса хăварасси.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: помощь биоресурсы #ГоскомитетБиоресурсовРТ