Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Истори паркӗнче паттăрсене халалланă курав уçăлать

Хусанти «Россия – Моя история» истори паркӗнче февралӗн 19-мӗшӗнче «Знание. Герои» мультимедиллӗ курав уçăлать. Ăна «Знание» Раççей обществи тата Гуманитари проекчӗсен фончӗ пӗрле йӗркеленӗ. Çулталăк иртиччен экспозиципе çӗршыври 24 истори паркӗнче паллаштарӗç. Хусанта курав мартăн 21-мӗшӗччен ӗçлӗ.

Проекта ятарлă çар операцине хутшăнса Раççей Геройӗн ятне илнӗ хӳтӗлевçӗсене халалланă.

Экспозици ятарлă çар операцийӗ пирки уйрăм çынсен историйӗ урлă каласа парать. Истори паркӗн залӗсенче Раççейӗ Геройӗсен паттăрлăхӗ çинчен каласа паракан интерактивлă экрансем вырнаçтарнă. Куракансем 33 паттăрăн – Константин Яшинăн, Александр Маловăн, Балдан Цыдыповăн, Артем Жогăн, Артур Орловăн, Владислав Головинăн, Виктор Горнăн, Алексей Калмыковăн, Максим Михайловăн тата ыттисен историйӗсемпе паллашма пултараççӗ.

Тутарстаншăн ку проект уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен паттăрсен хушшинче кунта çуралса ӳснисем те пур. Тӗслӗхрен, Дамир Гилемханов, Дамир Исламов тата Иван Жарский.

Курава цифра формачӗпе хатӗрленӗ. Экран çинче СВО зонинчи историсене курни пулса иртнин масштабне, унти лару-тăрăва тарăнрах ăнланса илме май парать.

Хусанта курав февралӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 21-мӗшӗччен ӗçлет. Тунтикунсăр пуçне (паркăн канмалли кун) ытти кунсенче 10.00 сехетрен пуçласа 19.00-ччен пырса курма юрать. Тӳлевсӗр.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане