Анат Камăра е çук?
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăра е çук?

Çул çитменнисем 3-ри ачаран мăшкăлласа кулни социаллă сетьсенче сарăлнă хыççăн Анат Кама йӗрке хуралӗ тӗрӗслеме тытăнни пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ролик авторӗн сăмахӗсемпе, ӗç-пуç Анат Камăри ача-пăча больницин инфекци уйрăмӗнче «Балкыш» ача çурчӗн ачисемпе пулса иртет. Вӗсем хайхи виççӗри ачапа пӗрле больницăна лекнӗ имӗш. Видеора аслисем пӗчӗккине кӳрентереççӗ.

Ача-пăча приючӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, видеори пек стена «Балкышра» çук. Больница та кăçал январӗн 1-мӗшӗнчен хăйсен инфекци уйрăмне асăннă приютран пӗр ача та килменнине пӗлтерет. Çитменнине медперсонал талăкӗпех постра, мӗн пулса иртнине тимлӗхре тытать, кун пеккине асăрханă пулӗччӗ. Видеори ӗç-пуç хăçан, ăçта пулнине халӗ ролик авторӗн ăнлантарма тивӗ.


общество

Нет комментариев