Шупашкарта Иакинф Бичурина халалланă курав уçăлнă
Наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Чăваш Енри, Санкт-Петербургри тата Китайри 40 ытла ӳнерçӗн ӗçӗсене тăратнă курав ӗçлеме пуçланă. Ăна паллă чăваш ывăлне, синолога, китаеведа, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандритне Иакинф Бичурина халалланă.
Куравра Бичурин ячӗллӗ пӗрремӗш пленэра хутшăнакансен ӗçӗсемпе паллашма пулать. Вăл пӗлтӗр çулла Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри округӗнчи Шӗнерпуç (Бичурино) ялӗнче тата Александро-Невски лавринче (Санкт-Петербург хули) иртнӗ. Унта ӳнерçӗсен Бичурин сăнарне, вăл пулнă вырăнсене ӳкернӗ.
Курав март уйăхӗн 1-мӗшӗччен ӗçлет.
Сăнӳкерчӗксем nbchr.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев