News by date 18 December 2023
-
Юлия Еремеева – Раççей Чăваш пики!
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта, К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш драма театрӗнче «Раççей Чăваш пики - 2023» конкурс иртрӗ. Унта Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăртстан республикисенчен тата Ульяновск облаçӗнчен пурӗ 18 конкурсантка хутшăнчӗ. Тутарстанран харăсах 3 пике хутшăнчӗ. Юлия Еремеева – «Науруз Гузеле» нацисен хушшинчи илемпе пултарулăх конкурс çӗнтерӳçи, «Азия – Сибирь» нацисен хушшинчи пултарулăхпа илем конкурсӗн финалистки (Хусан хули), Анастасия Алексеева – «Тутарстан Чăваш пики - 2023» конкурс çӗнтерӳçи (Çырчалли) тата Ксения Герасимова – «Сувар пики -2023» конкурс финалистки Пăва районӗнчен. Хӗрсем хăйсене пур енчен те лайăх енчен кăтартрӗç. Тӗп титула Юлия Еремеева çӗнсе илчӗ. Халӗ вăл – «Раççей Чăваш пики - 2023»!
-
315 çул каялла Хусан кӗпӗрнине туса хунă
1708 çулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче I Петӗр патшан Указӗпе Хусан кӗпӗрнине туса хунă. Унăн тӗп хули Хусан пулнă.
-
Нурлатри ăмăртуран Беловка йӗлтӗрçисем çӗнтерӳпе таврăннă
Иртнӗ шăматкун Нурлат районӗнче йӗлтӗрпе чупакансен ăмăртăвӗсен сезонне уçнă. Юр çунине, тăман вӗçтернине пăхмасăр ир-ирех йӗлтӗрпе чупма кăмăллакан тӗрлӗ ӳсӗмри çынсем «Ак барс» спорт центрӗн территорийӗнче пуçтарăннă.
-
Çĕнĕ çул çывхарнă май вăрмана кайма ан васка
Экологсем капӑрлатма шӑпах чӗрӗ ёлка суйлама сӗнеççӗ. Анчах та...
-
20 çул — ӳсĕм вăхăчĕ
София Губайдуллина ячӗллӗ хальхи вăхăтри музыка центрӗ çумӗнчи оркестр 20 çул тултарать. Декабрӗн 13-мӗшӗнче Н. Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалăх консерваторийӗн С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртнӗ концерта шăпах çак юбилее халалланă.
-
АО «Транснефть — Прикамье» получило положительное заключение Главгосэкспертизы на реконструкцию резервуаров в Татарстане
АО «Транснефть — Прикамье» получило положительное заключение ФАУ «Главгосэкспертиза России» на реализацию проектов по реконструкции резервуаров вертикальных стальных на нефтеперекачивающих станциях (НПС) «Набережные Челны» и НПС-3 Республики Татарстан.
-
Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III-20.IV Ку эрнере эсир питӗ ăнăçлă — çӗнӗ ӗçе вырнаçатăр е кӗске вăхăтра пысăк тупăш илетӗр. Питӗ ывăнса çитнипе илӗртӳллӗ сӗнӗве те йышăнмасăр хăваратăр. Пӗтӗмӗшле илсен ӗçре кăмăл çӗклекен сюрпризсем пулаççех, канмалли кунсенче юлташăрсемпе савăнăçлă тӗлпулу йӗркелетӗр.
-
Халăх календарĕ
Раштав уйăхӗн 18-мӗшӗ — Савва. Йытă юр çинче йăваланать-тӗк, кӗçех юр çăвать.