Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

315 çул каялла Хусан кӗпӗрнине туса хунă

1708 çулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче I Петӗр патшан Указӗпе Хусан кӗпӗрнине туса хунă. Унăн тӗп хули Хусан пулнă.

Çӗнӗ кӗпӗрнене маларах Хусан, Астрахань, Çӗпӗр ханлăхӗсен, Ногай Уртин çӗрӗсем пулнă территорисем кӗнӗ. 


55,9 пин тăваткал çухрăм (1897 çул тӗлне) çӗр çинче вырнаçнă Хусан кӗпӗрнинче 1913 çулта 2,85 миллион çын пурăннă. Çав шутран:


вырăссем — 38,9 процент;


тутарсем — 31,2 процент;


чăвашсем — 22,8 процент;


çармăссем (марисем) — 5,1 процент;


мордвасем — 1,2 процент;


вотяксем (удмуртсем) — 0,4 процент.


Хусан кӗпӗрнинче пурӗ 7272 ял-хула шутланнă. Çак шутран 13-шӗ — хула: Хусан, Арск, Чикме (Козьмодемьянск), Лайăш, Мамадыш, Свияжск, Спасск, Теччӗ, Царевококшайск, Çӗрпӳ, Шупашкар, Чистай, Етӗрне тата икӗ посад — Мариински (Сӗнтӗрвăрри) тата Троицки. 


1888 — 1892 çулсенче Хусан кӗпӗрнинче ача çуратаслăх çулталăкне вăтамран 102 пинпе танлашнă, вилекенсен шучӗ 77 пин пулнă. Апла-тăк, çулсерен халăх шучӗ 25 пин çын ӳссе пынă, тесе пӗлтерет ТР Наукăсен академийӗн Тутар энциклопедийӗпе регионоведени институчӗн Телеграмри каналӗ (карттă сăнӳкерчӗкне те çав каналтанах илнӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: История