Çĕнĕ çул çывхарнă май  вăрмана кайма ан васка
Çӗнӗ хыпарсем

Çĕнĕ çул çывхарнă май вăрмана кайма ан васка

Экологсем капӑрлатма шӑпах чӗрӗ ёлка суйлама сӗнеççӗ. Анчах та...

Декабрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен Тутарстанра «Чăрăш» операци иртет, унӑн тӗллевӗ — Çӗнӗ çул умӗн саккунсӑр майпа çамрăк хунавсене каснине чарасси, пĕлтерет ТР вӑрман хуçалӑхĕн министерствин пресс-служби.

«ТР вӑрман хуçалӑхĕн министрӗн приказне пурнăçланă май лӑсӑллӑ çамрăк йывăçсем ӳсекен лаптӑксене куллен сăнаса тăрăпăр», — пĕлтернĕ Матюшинора вырнаçнă вăрман хуçалăхĕн хуралçи Нурсиль Гибадуллин.

Йӗркене пӑснӑшӑн 3 пинрен пуçласа 4 пин тенкӗ таран штраф тӳлетерсессине те аса илтереççĕ ведомствăра.


лесничество

Нет комментариев