Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Раштав уйăхӗн 18-мӗшӗ — Савва. Йытă юр çинче йăваланать-тӗк, кӗçех юр çăвать.

 Раштав уйăхӗн 19-мӗшӗ — Хӗллехи Микула. Çак кун уяр-тăк — кӗçех сивӗтет. 

 Раштав уйăхӗн 20-мӗшӗ — Амвросий. Ку кун çанталăк мӗнле — январь уйăхӗнче те çапла пулать. Йытă çӗрле улани кӗçех çил-тăман пуласса систерет.

 Раштав уйăхӗн 21-мӗшӗ — Потапий тата Анфиса. Çак кун пулăшу ыйтакансене хирӗçлемелле мар тет. Кирлӗ мар япаласенчен хăтăлмалла.

 Раштав уйăхӗн 22-мӗшӗ — Хӗллехи Анна. Çак кун юр çусан кӗçех çумăр та çăвӗ. 

 Раштав уйăхӗн 23-мӗшӗ — Мина. Тӳпери çăлтăрсем питӗ пӗчӗккӗн курăнаççӗ — юр çăвасса. 

 Раштав уйăхӗн 24-мӗшӗ — Никон. Ку кун юр нумай çусан çулла курăк аван çитӗнет. Хӗвел пайăркисем аялалла — çил-тăмана, çӳлелле — сивӗтессе.

М.Ягодинская сăнӳкерчӗкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы