Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатри ăмăртуран Беловка йӗлтӗрçисем çӗнтерӳпе таврăннă

Иртнӗ шăматкун Нурлат районӗнче йӗлтӗрпе чупакансен ăмăртăвӗсен сезонне уçнă. Юр çунине, тăман вӗçтернине пăхмасăр ир-ирех йӗлтӗрпе чупма кăмăллакан тӗрлӗ ӳсӗмри çынсем «Ак барс» спорт центрӗн территорийӗнче пуçтарăннă.

Ăмăртăва чаплăн уçнă хыççăн чи малтан йӗлтӗрçӗ-ветерансем хăйсен вăйне виçнӗ. Вӗсен йышӗнче 70-тен иртнисем те пулнă. Вӗсем хыççăнах чи пӗчӗккисем йӗлтӗр çине тăчӗç, унтан — ыттисем.


Йӗлтӗрпе чупакансен сезонне уçнине халалланă ăмăртăва 150 ытла спортсмен хутшăннă. Вӗсен хушшинче нурлатсемсӗр пуçне Аксу, Анат Кама йӗлтӗрçисем те пулнă. 


Аксу районӗнчен Нурлатра иртнӗ ăмăртăва Беловка ялӗнчи çамрăк йӗлтӗрçӗсем те хутшăннă, тесе пӗлтерет «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ С. В. Уланов. Хӑйсен ӑмӑрту категорийӗсенче Егор Евлампьев 1-мӗш вырӑна, Камила Дмитриева 2-мӗш вырӑна, Богдан Борзов 3-мӗш вырӑна тивӗçнӗ. Çамрӑк йӗлтӗрçӗсемпе пурте пӗлекен, хӑй те пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсем пӗрре мар çӗнсе илнӗ Владимир Ильич Кожеманов тӑрӑшса ӗçлет. 


Маттурсем, беловкăсем!


Сăнӳкерчӗксене С. Уланов ярса панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт