Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

20 çул — ӳсĕм вăхăчĕ

София Губайдуллина ячӗллӗ хальхи вăхăтри музыка центрӗ çумӗнчи оркестр 20 çул тултарать. Декабрӗн 13-мӗшӗнче Н. Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалăх консерваторийӗн С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртнӗ концерта шăпах çак юбилее халалланă.

Иртнĕ эрнере «Татар-информ» информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференци те çак мероприятипех çыхăннă. Журналистсемпе тӗлпулура Хусан Культура управленийӗн пуçлăхӗ А. И. Абзалов тата Хусанти С. А. Губайдуллина ячӗллӗ хальхи вăхăтри музыка центрӗн ертӳçи Л. И. Гарифуллина пулчӗç.

Азат Искандарович центр çумӗнчи оркестр уçăлнăранпах çамрăк композиторсемшӗн лаборатори пулса тăни çинчен каларӗ. Оркестр республикăри, çӗршыври пысăк сценăсем çинче çӗнӗ ятсене уçнă. Паллах, çӗнӗ, халиччен никам илтмен произведенисемпе пӗрлех пурте лайăх пӗлекеннисене — чи малтанах София Губайдуллина çырнисене асăнмалла — вылянă.

2011 çултанпа ертӳçӗ пулнă май Ляйля Ильдаровна оркестр çинчен те, центрăн пӗтӗмӗшле ӗçӗ çинчен те каласа пачӗ. 

Енчен те оркестр çамрăк композиторсен лабораторийӗ пулсан, центр çутӗç ӗçне илсе пырать, хальхи вăхăтри музыкăпа интереслентерме тăрăшать çынсене. Оркестр концерчӗсене çӳрекенсене çулӗсемпе илес-тӗк тӗпрен илсен паян залра 40 çултисем тата аслăраххисем. Центр йӗркелекен наукăпа практика конференцийӗсен тӗллевӗ çаках пулса юлать, тӗпчев ӗçӗсем те пичетлет. Центр çамрăк композиторсене тӗрев парас тесе конкурссем пуçарать. 2022 çулта иртнӗ Халăхсен хушшинчи çамрăк композиторсен конкурсне 19 — 38 çулсенчи кӗвӗ ăстисем хутшăннă. Ку конкурса чи тӗрӗсси теме пулать, мӗншӗн тесен жюри конкурс вӗçӗнче çеç композиторăн ятне, вăл ăçтан пулнине пӗлет — партитурăсем çинче автор ячӗ вырăнӗнче пароль тăрать. Конкурсăн ырă енӗсем — унта хутшăннăшăн композиторсем укçа тӳлемеççӗ, çӗнтерӳçӗсен произведенийӗсене оркестр пысăк сцена çинчен каласа кăтартать. Чăннипех ăнăçлă произведени çырнисене творчество çитӗнӗвне тума пысăк шанăç парнелет, паллах, укçан преми парса та хавхалантарать. 

Ляйля Ильдаровна сăмахӗпе, конкурса хутшăннă, халӗ Тутарстана тивӗçлипе ытти халăхсен умӗнче кăтартакан Эльмир Низамов, Миляуша Хайруллина, Алсу Сунгатуллина, Радик Салимов кӗвӗ ăстисен музыкăри çулӗ София Губайдуллина ячӗллӗ центртан, хальхи вăхăтри музыка оркестрӗнчен пуçланнă теме пулать. 

Чи малтанах центр çумӗнче сӗрмекупăсçăсен ансамблӗ йӗркеленнӗ, вăхăт иртнӗ май музыкантсен шучӗ ӳснӗ, вӗсем калакан произведенисен калăпăшӗ те пысăкланнă. Çапла 2011 çулта вăл 25 çынран тăракан оркестр пулса тăнă. Творчество коллективӗ чӗрӗ организм пекех: пӗрисем каяççӗ, теприсем килеççӗ. Паллах, çак улшăнусем оркестр аталанăвӗ çине те витӗм кӳреççӗ. 2023 çулта оркестр дирижерӗ улшăннă. Халь унăн дирижерӗ арçын ачасен капеллине ертсе пынă Дмитрий Железнов. Ляйля Гарифуллина каланă тăрăх, ку оркестр репертуарӗ çине тӳррӗн витӗм кӳнӗ. Программăна хорпа юрламалли произведенисем, ораторисем кӗнӗ. ТР Камерлă музыкăн хорӗпе те час-часах пӗрле концерт номерӗсем хатӗрлеççӗ. Ку çӗнӗлӗхсене ырласа калаçрӗ центр ертӳçи. Оркестр ӳсӗмне хамăр та итлесе хаклама пултартăмăр нумай пулмасть. 

Кашни кӗркунне Хусанта иртекен София Губайдуллина ячӗллӗ Халăхсен хушшинчи Concordia хальхи вăхăтри музыка фестивальне кăçал пӗрремӗш хут ТР Патшалăх симфони оркестрӗпе пӗрле центр çумӗнчи оркестр уçрӗ. Фестиваль пуçланнăранпа та ку пӗрремӗш хут! 
Декабрӗн 13-мӗшӗнче С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртнӗ концертра та итлесе хаклама пулчӗ оркестрăн ӳсӗмне.
Ляйля Гарифуллина центрăн, оркестрăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен хавасланса каласа парать. Кунран кун аталанать оркестр, ырă ячӗ инçете саланать, пӗр япала çеç канăçсăрлантарать ертӳçе — 300 — 500 çын шăнăçакан лайăх акустикăллă концерт залӗ çук. Ку ыйтăва та вăхăт иртнӗ май татса парӗç тесе шанас килет.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура