Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III-20.IV Ку эрнере эсир питӗ ăнăçлă — çӗнӗ ӗçе вырнаçатăр е кӗске вăхăтра пысăк тупăш илетӗр. Питӗ ывăнса çитнипе илӗртӳллӗ сӗнӗве те йышăнмасăр хăваратăр. Пӗтӗмӗшле илсен ӗçре кăмăл çӗклекен сюрпризсем пулаççех, канмалли кунсенче юлташăрсемпе савăнăçлă тӗлпулу йӗркелетӗр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Кашни вак-тӗвеке чӗрене çывăх илни, час-час кая юлса çӳрени ырри патне çитермест. Вăйран кайиччен ӗçлемелле мар, хирӗçӳсене ан хутшăнăр. Лару-тăру тăруках улшăннипе ку эрнере тума шутланă ӗçсене пурне те пурнăçлама çук. Эрне вӗçӗнче ӗçпе çула тухни умра çутă малашлăх уçать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Ӗмӗтленнисем çак кунсенче пурнăçа кӗреççӗпе пӗрех. Шутланисем пӗрин хыççăн тепри чăна килеççӗ. Халь васкама кирлӗ мар, лару-тăру хăй еккипе майлашăнса каясса кӗтмелле. Эсир ыррине шанăр, чăтăмлăрах пулăр. 

РАК 22.VI-22.VI
Хăвăр хăюллăрах пулсан шутланисене йăлт пурнăçлатăр. Ку эрнери пӗлтерӗшлӗ утăмсенчен пӗри — ӗçре кăна мар, кулленхи пурнăçра кирлӗ çыхăнусем йӗркелесси. Сирӗнтен хăшӗсене инçе çула тухма тивӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Харкам интерессемпе обществăлла пӗлтерӗшлисене пӗр шайра тытма тăрăшмалла. Ытларах çынпа хутшăнмалла, çакă ӗç çине ырă витӗм кӳме пулăшӗ, малашлăха плансем тума май парӗ. Ӗçре лăпкă, дипломат пулма пӗлни тавлашусенчен çӗнтерӳçӗ пулса тухма май парать. Хастартарах пулăр, харăсах темиçе ӗçе пуçăнма та ан ӳркенӗр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX
Хăвăрта тупнă çитменлӗхсемпе кӗрешме меллӗ эрне. Халь сирӗн юлташăрсемпе тӗл пулмалла, чуна уçса калаçмалла вӗсемпе. Ӗçме-çиме сăпайлăрах пулни канмалли кунсене лăпкăн ирттерме пулăшать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Шутланине пурнăçлама шанăç пулать çак кунсенче. Çакна тума пулăшакансем те тупăнаççӗ. Юнкун никампа та чуна уçса калаçмалла мар, пачах калаçмасан тата аванрах. Эрнекун ывăниччен ан ӗçлӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Чи вăрттăн ӗмӗтӗрсене пурнăçлама васкăр, мӗншӗн тесен шăп халӗ çакна тума шăпа ăнăçу парать. Тӗлпулусем, çӗнӗ паллашусем сире савăнăç кӳреççӗ. Карьера пусмипе улăхма çак кунсенче никӗс яни лайăх. Харкам пурнăç çинчен те, кану çинчен те ан манăр. Юратнă çыннăрпа ытларах вăхăт ирттерӗр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Хăвăр мӗн тунине ăнланса илме çăмăл пулмасть, хире-хирӗçле туйăмсем енчен енне турткалаççӗ тейӗн. Халӗ вак-тӗвек ӗçсене вӗçлӗр, ансат ыйтусене татса парассине тимлӗх уйăрăр. Ку эрне командировкăсемпе, инçетри ӗçтешӗрсемпе тӗлпулусемпе асра юлӗ. Ӗçре çухалса çӳренипе харкам пурнăçра хутшăнусем кăткăсланаççӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Тунтикунпа ытларикун нимӗн интересли те пулса иртмест. Укçа-тенкӗ çитсе пыманни çинчен çывăх çыннăрсене те, юлташăрсене те ан калăр. Никама та ан улталăр, астарса ан илӗртӗр. Шăматкун килӗре тӗпрен тасатăр, кивӗ япаласене кăларса пăрахăр. Вырсарникун тухса çӳрени усă кӳрӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Ку эрнере асран тухми тӗлӗнтермӗш пулăмсем пайтах, тӗлпулусемпе паллашусем те хăйсен манăçми йӗрне хăварӗç. Эсир илӗртӳллӗ, шӳте ăста пулни çитӗнӳ тума пулăшать. Çак кунсенче питӗ интереслӗ шухăшсем, çӗнӗ проектсем сирӗн пуçа пырса кӗреççӗ. Тӳрех пурне те пурнăçлас килет. Апла пулин те харăсах икӗ мулкача ан хăвалăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Халӗ çемьери кăткăс ыйтусене татса памалла. Кӳренӳсене ан пухăр, ахаль те кăткăс лару-тăрăва тата йывăрлатӗ çакă. Çăлтăрсем хумханма хушмаççӗ, лăпкăнах ӗçӗре малалла тăвăр. Ăнланмалла мар лару-тăру хăйех уçăмланӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп