News by date 19 June 2026
-
Çамрăк купăста салачӗ
Пахча çимӗçсене çуса типӗтмелле. Купăстана çӳхен турамалла та алăпа сăтăрса çемçетмелле. Редиса, хăяра, петрушкăпа укропа тураса купăстапа пӗрлештермелле.
-
Хусан Кремлӗнче Асăнупа хурлану кунне халалланă интерактивлă курав уçăлать
Июнӗн 21-22-мӗшӗсенче Хусанти Кремль территорийӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 85 çул çитнине халалласа «Память о них бессмертна» курав ӗçлеме пуçлать. Проектăн презентацийӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 11.00 сехетре иртет.
-
Ӗне, сурăх-качака, лаша усракан хуçалăхсем субсиди валли заявкăсене июнӗн 28-мӗшӗччен памалла
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви выльăх усракан харпăр хуçалăхсен тăкакӗн пӗр пайне саплаштарма субсиди памашкăн иккӗмӗш суйлав тапхăрӗ пуçланнине пӗлтерет.
-
Тутарстанра абитуриентсене 99 техникумпа колледжра кӗтеççӗ
Ыран, июнӗн 20-мӗшӗнче, Тутарстан Республикинче профессилле пӗлӳ паракан учрежденисене вӗренме кӗмелли кампани пуçланать. Кӑçал абитуриентсене 99 колледжпа техникум кӗтеççӗ. Вӗсем техникăпа гуманитарирен пуçласа экономикăпа творчество направленийӗсем таранах сӗнеççӗ.
-
Татарстанских учителей и учеников приглашают представить свои проекты в Москве
С 10 июня 2026 года стартовал прием заявок на участие во Всероссийской премии «Россия – мои горизонты». Это общенациональный конкурс, который отмечает лучшие инициативы в области профориентации. Премия организована при поддержке Министерства просвещения РФ и проекта «Билет в будущее». К участию приглашаются учителя, работодатели, региональные команды и школьники, чтобы представить свои проекты и распространить их опыт.
-
Ярмарккасенче 642,8 миллион тенкӗлӗх апат-çимӗç сутнă
Çурхи ял хуçалăх ярмарккисен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстанра 642,8 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă, 2025 çулхипе танлаштарсан 181,3 миллион тенкӗ ытларах.
-
Хусанти Сабантуй тăватă площадкăра иртет
Июнӗн 20-мӗшӗнче, Тутарстанăн тӗп хулинче Сабантуй паллă тăваççӗ. Тӗп мероприятисем Мирный, Дербышки поселоксенче, Лебяжье кӳлли патӗнчи вăрманта тата Хусанти ипподромра иртӗç.