Ӗне, сурăх-качака, лаша усракан хуçалăхсем субсиди валли заявкăсене июнӗн 28-мӗшӗччен памалла
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви выльăх усракан харпăр хуçалăхсен тăкакӗн пӗр пайне саплаштарма субсиди памашкăн иккӗмӗш суйлав тапхăрӗ пуçланнине пӗлтерет.
Çапла вара республика сăвăнакан пӗр пуç ӗнешӗн харпăр хуçалăхсене – 6300, çулталăкран аслăрах сурăхсемпе ярккасемшӗн тата качакасемшӗн – 1000, виçӗ çултан аслăрах кӗсресемшӗн 5000-шер тенкӗ парать.
5 вырăнлă ӗне фермин строительстви валли – 500 пин, 8 вырăнли валли 1 миллион тенкӗ парса пулăшать.
Документсене «Мои субсидии» система урлă электронлă майпа йышăнаççӗ. Çакнашкал пулăшу мерисем «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗ лартнă Тутарстан аграри секторне аталантармалли, хамăр продукцие конкурентлă тумалли тӗллевсене пурнăçлама пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев