Ыран, июнӗн 20-мӗшӗнче, Тутарстан Республикинче профессилле пӗлӳ паракан учрежденисене вӗренме кӗмелли кампани пуçланать. Кӑçал абитуриентсене 99 колледжпа техникум кӗтеççӗ. Вӗсем техникăпа гуманитарирен пуçласа экономикăпа творчество направленийӗсем таранах сӗнеççӗ.
Вӗренме кӗме документсене кампани пуçланнӑ пӗрремӗш кунран пуçласа августăн 15-мӗшӗччен пама пулать. Пушӑ вырӑнсем пулсан йышӑну август уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тӑсăлма пултарать.
Вӗренме кӗрес текенсем заявление темиçе тӗрлӗ мелпе çитерме пултараççӗ:
- вӗренӳ организацине хӑй килсе пама;
- документсене почта урлӑ заказлӑ çырупа яма;
- колледж-техникумсен официаллӑ сайчӗсенчи функционал урлӑ е электронлӑ почта урлӑ электронлӑ майпа пама;
- Госуслуги портал урлă пама.
Вӗренме кӗрес йӗрке, специальноçсен переченӗ тата бюджет вырӑнӗсен шучӗ пирки кирлӗ информацие йышăну комиссийӗнчеыйтса пӗлме е вӗренӳ организацийӗсен официаллӑ сайчӗсенче тупма пулать.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев