Çамрăк купăста салачӗ
Тӗпелте

Çамрăк купăста салачӗ

Пахча çимӗçсене çуса типӗтмелле. Купăстана çӳхен турамалла та алăпа сăтăрса çемçетмелле. Редиса, хăяра, петрушкăпа укропа тураса купăстапа пӗрлештермелле.

Пиçнӗ çăмартана шуратса шуррипе саррине уйăрмалла – шуррине тураса купăста çине хушмалла, саррине вилкăпа ирсе вӗтетмелле (заправка валли). Заправкăна çапларах хатӗрлемелле: вӗтетнӗ çăмарта саррине, хăймана, горчицăна, тăвара тата пăрăçа лайăх пăтраштармалла та туранă ингредиентсемпе хутăштармалла.  

Кирлӗ: 300 г çамрăк купăста, 6 редиска, 1 хăяр, укроп тата петрушка, 4 çăмарта шурри; заправка валли 4 çăмарта сарри, 4-5 кашăк хăйма, 1 чей кашăкӗ горчица, тăвар тата пăрăç.

 


Рецепты кухня

Нет комментариев