Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Шамиль Гафаров: «88 регион черетре тӑрать халӑхсен хушшинчи шайри мероприятисем ирттерес тесе»

Ют ҫӗршыв делегацийӗсем Хусанта иртнӗ Раҫҫей - АСЕАН саммитпа кӑмӑллӑ юлнӑ.

Раҫҫей - АСЕАН саммита Хусанта ирттересси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин апрелӗн 21-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ. Ҫак питӗ кӗске хушӑра Тутарстан халӑхсен хушшинчи тепӗр пысӑк мероприятие йышӑнма  хатӗрленсе ҫитрӗ. Ҫуллен экономика саммичӗсене, халӑхсен хушшинчи форумсем, Ростки, БРИКС пек пысӑк саммитсене  ирттерни паллах йӗрсӗр иртмен. Пуян опыт пухнӑ Тутарстан ку енӗпе. 

"88 регион черетре тӑрать ку йышши мероприятисем ирттерме. Тутарстан вара черетлӗ хут РФ Президенчӗн шанӑҫне тӳрре кӑларса ҫӳллӗ шайра кӗтсе илсе ӑсатрӗ хӑнасене, - терӗ ТР Министрсен Кабинечӗн аппарат ертӳҫи Шамиль Гафаров ТР Правительство Ҫуртӗнче иртнӗ брифингра. Чи малтан вӑл хула ҫыннисене вӑхӑтлӑх чӑрмавсене ӑнланса йышӑннӑшӑн тав турӗ. - Тутарстан Республикин кашни ҫынни форум ӑнӑҫлӑ иртессине шанчӗ. Ӑнланмалла - пирӗн пысӑк опыт, ӑнланмалла нумай пулмасть БРИКС саммитне ирттертӗмӗр, пирӗн вӑйлӑ та туслӑ команда пулнине те ӑнланмалла, анчах кашни ку йышши мероприятисем проблемӑсем илсе килессине те ӑнланмалла".

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх,  саммита йӗркелессипе БРИКС саммита хатӗрленӗ командах ӗҫленӗ. Нумайӑшӗ талӑкӗпех ӗҫленӗ -  мероприяти чи ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе. "Пурте лайӑх иртрӗ темелле, анчах пирӗн хӑш-пӗр самантсене пӑхса тухмалла черетлӗ мероприяти ирттерес умӗн", - терӗ Шамиль Гафаров.

ТР Раисӗн Администраци ертӳҫин ҫумӗ Игорь Савельев саммит Хусанта 11 ҫӗршыв представителӗсене пуҫтарнине палӑртрӗ. "Икӗ ҫӗршывран патшалӑх ертӳҫисем хӑйсем килнӗччӗ - Брунейран тата Филиппинсенчен. Ҫичӗ ҫӗршывран  - Премьер-министрсем. "Анчах шӑпах вӗсем ҫав патшалӑхсенчи ӗҫ тӑвакан власть органӗсен ертӳҫисем шутланаҫҫӗ. Урӑхла каласан, ҫӗршыв ертӳҫисем", - терӗ Игорь Савельев. Ун сӑмахӗпе геополитикӑри кӑткӑс лару-тӑрура Кӑнтӑр хӗвелтухӑҫ Ази ҫӗршывӗсен лидерӗсем килни, саммит ирттерни Раҫҫейӗн РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынипе тунӑ пӗлтерӗшлӗ дипломати ҫӗнтерӗвӗ пулса тӑрать. 

"АСЕАН - нумай ҫынлӑ тата геополитика енчен пӗлтерӗшлӗ, хӑвӑрт аталанса пыракан регион. Саммит шайӗнче питӗ нумай икӗ енлӗ тӗлпулусем иртрӗҫ. Ун пӗтӗмлетӗвӗсемпе Хусан декларацине йышӑннӑ. Тата 2030 ҫулччен комплекслӑ ӗҫ планне. Кусем йӑлтах историе кӗрсе юлчӗҫ", - терӗ ТР Раисӗн Администраци ертӳҫин ҫумӗ. 

Ун сӑмахӗпе ют ҫӗршыв делегацийӗсене Хусанта питӗ килӗшнӗ - хулан тирпейлӗхӗпе илемӗ, ҫынсен тараватлӑхӗ, саммит шайӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Игорь Савельев палӑртнӑ тӑрӑх, саммит ӑнӑҫлӑ иртни лайӑх аталаннӑ Хусан инфраструктуринчен те нумай килет. Ҫав шутра "Казань Экспо", Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-парк тата ытти. 

Тата хӑнасене кӗтсе илме пӗлни. Игорь Савельев сӑмахӗпе РФ Ют ҫершывсен министерстви халӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпех хаклӑ хӑнасене кӗтсе илессипе Хусан стандартне сарма тӑрӑшать. Хӑнасене саммитӑн культура пайӗ те килӗшнӗ. Наци апатӗнчен пуҫласа артистсен концерчӗсем, Тутарстан ҫитӗнӗвӗсен куравӗ таран. Ку курава Уникаллӑ пултарулӑх центрӗнче (ЦУМ) курма пулать. 

ТР культура министрӗ Ирада Аюпова палӑртнӑ тӑрӑх саммит кунӗсенче ЦУМа 17 пин ытла ҫын пырса курнӑ. "Июнӗн 17-мӗшӗнче 9 пин, июнӗн 18-мӗшӗнче 8 пин ҫын. Вӗсем пурте Тутарстанӑн экономикӑпа культура потенциалӗпе паллашма килнӗ", - терӗ Ирада Аюпова. Министр сӑмахӗпе пуринчен ытла ҫынсене мастер-классем килӗшнӗ. Виҫӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ мӑшӑрӗсемпех килнӗ пулнӑ. Вӗсем хаваспах тӗрлессипе вӗренме мастер'класс илнӗ. Апат пӗҫерсе пӑхнӑ. 

Спикерсем пӗр шухӑшлӑ пулса Хусан тепӗр хутчен чи ҫӳллӗ шанӑҫа тӳрре кӑларнине ҫирӗплетрӗҫ. 

Сӑнӳкерчӗк ТР Министрсен Кабинечӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Саммит Россия – АСЕАН