Хусанти Сабантуй тăватă площадкăра иртет
Июнӗн 20-мӗшӗнче, Тутарстанăн тӗп хулинче Сабантуй паллă тăваççӗ. Тӗп мероприятисем Мирный, Дербышки поселоксенче, Лебяжье кӳлли патӗнчи вăрманта тата Хусанти ипподромра иртӗç.
Уявăн тӗп площадки Мирный поселокӗнчи Хурăн ращинче пулать. Кунта хăнасем Тутарстанри муниципаллă районсен кил-çурчӗсемпе паллашма пултарӗç, çавăн пекех вӗсене «Сабантуй – алтын мирасыбыз» театрализациленӗ пролог кӗтет. Тӗп майданри уява икӗ пин ытла артист, çав шутра Ильсия Бадретдиновăпа Салават Фатхетдинов хутшăнасси паллă.

Площадкăра ачасем валли куравсем, мастер-классем, наци вăййисем, фотозонсем йӗркелӗç. Кăçал пӗрремӗш хут «Çамрăксен сабантуйӗ» те иртет, унта интерактивлă зонăсем, спикерсемпе тӗлпулусем пулаççӗ тата тутар дизайнерӗсен хăйсен япалисемпе паллаштарӗç.

Уяв программисене Лебяжье кӳлли патӗнчи тата Дербышкинчи вăрмансенче те хатӗрлӗç. Пӗрремӗш площадкăра Тутарстанăн ултă районӗ хăйсен йăли-йӗркипе, культурипе паллаштарӗ. Çавăн пекех программăра – Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсем çинчен хатӗрленӗ театрализациленӗ представлени тата Ришат Тухватуллин, Гузель Уразова, Иркэ, Гульназ Асаева тата ытти артистсем хутшăннипе концерт иртет. Пур площадкăра та кӗрешӳ ăмăртăвӗ пулать, Сабантуйăн абсолютлă паттăрӗ тӗп парнене – «Лада Гранта» автомобиле илме тивӗçӗ.

Уяв умӗн, июнӗн 19-мӗшӗнче, Хусанти ипподромра йăлана кӗнӗ лаша ăмăртăвӗсем пулаççӗ. Хăнасем валли тутар эстрадин артисчӗсем те тухса юрлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев