Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Кремлӗнче Асăнупа хурлану кунне халалланă интерактивлă курав уçăлать

Июнӗн 21-22-мӗшӗсенче Хусанти Кремль территорийӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 85 çул çитнине халалласа «Память о них бессмертна» курав ӗçлеме пуçлать. Проектăн презентацийӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 11.00 сехетре иртет.

Проект Хӗрлӗ çар салтакӗсемпе офицерӗсен, çавăн пекех  1941 çулхи июнь уйăхӗнче тăшмана чи малтан тӗл пулнă НКВД пограничникӗсен паттăрлăхӗсем çинче курăмлă та интерактивлă майпа каласа парать. Тутарстан халăхӗ Çӗнтерӗве туптама хывнă тӳпе тата республикăра çуралса ӳснӗ паттăрсен кун-çулӗ çине уйрăмах пусăм тунă йӗркелӳçӗсем. Экспозици пилӗк тематика зонине пайланнă: пограничниксем, стрелоксем, летчиксем, артиллеристсем тата танкистсем. Кашни зона килен-каяна вăрçă пуçланнă атмосферăна лектерет, паттăрлăхăн тӗслӗхӗсем çинчен каласа парать.

Курав хăнисем экспонатсене курма кăна мар, вӗсене тӗпчеме, тытса пăхма пултарӗç. Кунта Хӗрлӗ Çарăн артиллери тупписемпе стрелоксен хӗçпăшалӗн тулли виçеллӗ макечӗсем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи танксемпе самолетсен копийӗсем, тӗрлӗ йышши çар тумӗсем, вăрçă наградисен коллекцийӗ тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин историйӗпе çыхăннă ытти экспонатсем пулаççӗ.

Куравăн тӗп геройӗсем – Брест крепоçӗн хӳтӗлевçи Петр Михайлович Гаврилов, пограничниксен пӗрлештернӗ отрячӗн командирӗ Никита Фадеевич Кайманов, летчик Фарит Мухаметзянович Фаткулин, артиллерист Ильдар Маннанович Маннанов тата танкист Семен Васильевич Коновалов.

Проект шайӗнче июнӗн 28-мӗшӗнче Пӗтреç районӗнчи Альвидино ялӗнче Брест крепоçӗн оборонине  тата Петр Михайлович Гаврилов паттăрлăхне халалланă анлă çарпа истори реконструкцийӗ пулать. Каласа хăвармалла, Петр Михайлович çак ялта çуралнă.

Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра  çамрăксене вăрçă вăхăчӗсем çинчен каласа пани питӗ пӗлтерӗшлӗ. Уçă тӳпе айӗнчи музейра экспонатсене курма кăна мар, вăрçă мӗнле пуçланнине туйма та, Çӗнтерӳ хакне ăнланма та пулать. Тутарстан паттăрӗсен ячӗсем манăçа ан тухччăр, республикăра пурăнакан кашни çын вӗсем çинчен пӗлтӗр тесе ирттереççӗ çак  мероприятисене.

Хусан Кремлӗнчи курава тӳлевсӗр кайса курма пулать.

«Хусан Кремлӗ» Музей-заповедникăн маркетинг тата масăллă хыпар хатӗрӗсемпе çыхăнса ӗçлекен уйрăмӗн сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: казанский кремль 22 июня День памяти и скорби Великая Отечественная война #выставка #Казань #Память о них бессмертна