News by date 20 May 2024
-
Пӗрлехи патшалăх тата Патшалăхăн тӗп экзаменӗсен хуравӗсене сӗнеççӗ-тӗк – ан шанăр!
9 тата 11-мӗш класс ачисен патшалăх тӗрӗслевӗсем умӗн ултавçăсем çӗнӗ ултав схеми шутласа кăларнине хыпарлать «Республика Татарстан» хаçат. Ултавçăсем экзамен пуçланас умӗн 12 сехет маларах социаллă сетьсем урлă 100 проценчӗпех тӗрӗс хуравсем ярса пама шантараççӗ.
-
5 пин гектар çинчи сахăр кăшманӗпе рапса çӗнӗрен акма тивнӗ
Май уйăхӗн пӗрремӗш çурринче çанталăк сивӗ тăни, тăм ӳкни акнă сахăр кăшманӗпе рапса сиен кӳнӗ — 5 пин гектара яхăн çӗр çинчи культурăсем шăннă.
-
Раççейре «Монетная неделя» акци пуçланчӗ
Пухӑннӑ вак-тӗвек укçана Раççей çыннисем хут укçана е банкра уçнă шут çине куçарма пултараççӗ.
-
Çырчаллинче 66-ри хӗрарăм ултавçăсен серепине лексе хваттерне сутнă, кредитсем илнӗ
Банк тата йӗрке хуралӗн сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравласа хӗрарăма ун çине такамсем кредитсем илнӗ тесе сехрине хăпартнă. Унтан 550 пин тенкӗ займ илме, хваттерне сутма ӳкӗте кӗртнӗ. Укçана хăйсен шучӗсем çине куçарттарнă.
-
Халăх календарĕ
• Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ — Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван.
-
Тахçан пуçланă ӗçсене те вӗçлеме ӗлкӗретӗр
Тунтикун эсир вăранса çитмен пек, шухăшсем те сапаланчăк, тимлӗх те çухалнă, хусканусем те мăран. Кăнтăр апачӗ хыççăн хăвăра çăмăлрах туятăр, тавçăрулăх та çивӗчрех. Эрнекунччен тахçан пуçланă ӗçсене те вӗçлеме ӗлкӗретӗр, çӗнӗ проектсене те ăнăçлăн пуçăнатăр. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать: тупăш кӳрекен контрактсем, пысăк япаласем туянатăр.