Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ — Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван.

• Çу уйăхӗн 21-мӗшӗ — Иван. Уйăх тӗтреллӗ курăнсан çанталăк пăсăласса кӗт. Пӗлӗтсем пӗр çӗре купаланни те çумăр пуласса систерекен паллă. 
• Çу уйăхӗн 22-мӗшӗ — Çурхи Микула. Микула кунӗнче çумăр çуни аван паллă. Шапасем кваклатма пуçланă-тăк — сӗлӗ ăнса пулать. Ирхи сывлăмпа пит çусан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнатăн теççӗ. 
• Çу уйăхӗн 23-мӗшӗ — Симон. Ку кун çумăр çуни вара çулла йӗпе-сапаллă çанталăк пуласса пӗлтерет. 
• Çу уйăхӗн 24-мӗшӗ — Мокий. Ку кунхи çумăр та çу тăршшӗпех çумăр çăвасса пӗлтерет-мӗн. Хӗвел хӗрелсе тухсан — аслатиллӗ çумăрсем нумай пуласса. 
• Çу уйăхӗн 25-мӗшӗ — Епифан. Кăкшăм курăкӗ чечеке ларнă-тăк — сивӗ кунсем хыçра эппин. 
• Çу уйăхӗн 26-мӗшӗ — Лукерья. Çак кун тӗлне вăрăмтунасем нумай-тăк, çулла çырла пухма ытларах карçинкка хатӗрле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы