5 пин гектар çинчи сахăр кăшманӗпе рапса çӗнӗрен акма тивнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

5 пин гектар çинчи сахăр кăшманӗпе рапса çӗнӗрен акма тивнӗ

Май уйăхӗн пӗрремӗш çурринче çанталăк сивӗ тăни, тăм ӳкни акнă сахăр кăшманӗпе рапса сиен кӳнӗ — 5 пин гектара яхăн çӗр çинчи культурăсем шăннă.

Çакăн пирки Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ — ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ. Министр сăмахӗсемпе, çак лаптăка çӗнӗрен акнă. 


Чи сивӗ çӗрсем майăн 4, 5 тата 15-мӗшӗсенче Азнакай тата Актаныш районӗсенче пулнă — унта термометр −7 градус таран аннă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Нет комментариев