Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх тата Патшалăхăн тӗп экзаменӗсен хуравӗсене сӗнеççӗ-тӗк – ан шанăр!

9 тата 11-мӗш класс ачисен патшалăх тӗрӗслевӗсем умӗн ултавçăсем çӗнӗ ултав схеми шутласа кăларнине хыпарлать «Республика Татарстан» хаçат. Ултавçăсем экзамен пуçланас умӗн 12 сехет маларах социаллă сетьсем урлă 100 проценчӗпех тӗрӗс хуравсем ярса пама шантараççӗ.

Паллă ӗнтӗ, ахаль мар. 9-мӗш классен — 1000, 11-мӗш классене предметсен шутне кура 6000 — 25000 тенкӗ тӳлемелле. Роскачество тутарстансене кун пек хыпарсем суя пулнине асăрхаттарать. Ултавçăсем информаци официаллă источникран илнине шанччăр тесе постсен айне çынсем ырласа çырнă коментарисене те вырнаçтарççӗ. Хăйсем вара укçа илсенех çыхăнăва тухма пăрахаççӗ е пӗлтӗрхи экзаменсен хуравӗсене ярса параççӗ. Çавăнпа,туссем, экзаменсенче хăвăра кăна шанăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество