Çырчаллинче 66-ри хӗрарăм ултавçăсен серепине лексе хваттерне сутнă, кредитсем илнӗ
Банк тата йӗрке хуралӗн сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравласа хӗрарăма ун çине такамсем кредитсем илнӗ тесе сехрине хăпартнă. Унтан 550 пин тенкӗ займ илме, хваттерне сутма ӳкӗте кӗртнӗ. Укçана хăйсен шучӗсем çине куçарттарнă.
Пӗртăванӗн хӗрӗ те ултавçăсене шанса хăй укçине куçарни лару-тăрăва йывăрлатнă кăна, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.Туссем, телефонпа шăнкăравлакан кашни çыннах шанма ан васкăр, укçа куçариччен малтан информацие банка кайса тӗрӗслӗр.
АЧАНА ÇУЛ ПАР, ВОДИТЕЛЬ!
Май уйăхӗн 17-мӗшӗнче Хусанти çулсем çинче икӗ шкул ачине машина çапса хăварнă. Пӗрремӗш инкек Энергетиксен урамӗнче пулнă. Haval машинăн 34-ри водителӗ «зебра» тăрăх каçакан 9-ти хӗрачана çул паман. Çав кунах каçхине Достоевский урамӗнчи 75-мӗш çуртăн картишӗнче Kia водителӗ те çул урлă каçакан тепӗр 9-ти хӗрачана асăрхаса ӗлкӗреймен. Телее, ачасем сывă. Йывăрах мар аманнăскерсене больницăра суранӗсене çыхнă хыççăн киле янă.
ЙЫТТИ ТЕ ТАПĂННĂ
Хусанта пӗр подъезд умӗнче вырăнти икӗ çамрăк каччă çине çамрăксен ушкăнӗ тапăннă. Çапăçу пуçлансан ушкăнри пӗр çамрăкăн йытти те сиксе ӳкнӗ. Хăшӗ хăйсен, хăшӗ хăйсен маррине ăнланса пӗтермен анчăк хăйсен ушкăнӗнчи пӗр çамрăках тулама тытăннă. Тӗрлӗ çӗртен çыртса пӗтернӗскере васкаса больницăна леçме тивнӗ. Хальхи вăхăтра ушкăнри çамрăксем енӗпе уголовнăй ӗç пуçарасси пирки ыйту тăрать. Çак çапăçу халăха хытă хумхантарса янă. Усал йытăсем усракансен яваплăхне ӳстересси пирки тавлашнă вӗсем.
ПĂШИ ХУЛАРА ХĂНАРА
Çак кунсенче Хусан çыннисем Советски районӗнче пăши çӳренине асăрханă. Аташса кайнă чӗрчун малтан Компрессорный чугун çул платформи таврашӗнче çӳренӗ, унтан «Березка» сад юлташлăхӗ патне çитнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев