Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тахçан пуçланă ӗçсене те вӗçлеме ӗлкӗретӗр

Тунтикун эсир вăранса çитмен пек, шухăшсем те сапаланчăк, тимлӗх те çухалнă, хусканусем те мăран. Кăнтăр апачӗ хыççăн хăвăра çăмăлрах туятăр, тавçăрулăх та çивӗчрех. Эрнекунччен тахçан пуçланă ӗçсене те вӗçлеме ӗлкӗретӗр, çӗнӗ проектсене те ăнăçлăн пуçăнатăр. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать: тупăш кӳрекен контрактсем, пысăк япаласем туянатăр.

ТАКА 21.III-20.IV 
Çак кунсенче хăвăрăн кăтартăвăрсене ӳстермелле, çитӗнӳсене хушмалла. Вӗренӳшӗн те, карьера тума та, командировкăсене çӳреме те, юлташăрсемпе тӗл пулма та вăхăт меллӗ. Куллен тӗл пулакан пӗлӗшӗрсем, ӗçтешӗрсем ăнăçу тума пулăшӗç. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Пулса иртекен ӗçсене тӗрӗс хаклама, кирлӗ пек йышăну тума тӳр килет сирӗн. Çухатнине тупма, кивçенсене тавăрма ăнăçлă вăхăт. Ку тапхăрта пысăк çитӗнӳ тăвасси хăвăрăн шухăш-кăмăлăртан килет.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Улшăну вăхăчӗ сирӗншӗн. Çӗнӗ проект пуçлама, çӗнӗ йӗрке тума, маларах планланисене улăштарма меллӗ вăхăт. Сирӗн пӗлӗвӗре кăтартма май пулать халь, çав шутра техникăпа ӗçлеме пӗлнине те. 

РАК 22.VI-22.VII 
Кăткăс тапхăр сирӗншӗн: пӗр вăхăтрах хăвăрăн çинчен те шутламалла, ӗçӗрсемпе сывлăхăр çинчен те, çывăх çыннăрсем пирки те. Сиенлӗ йăласенчен хăтăлма тăрăшăр, вӗсене пула халех инкеке лекетӗр е пуласлăхăр çине усал витӗм кӳрӗç.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Çак кунсенче пуçланă ӗçсенче çитӗнӳ пулать. Эсир ӗç йӗркине пӗлсе, вăй хурса тăрăшни харама каймӗ. Кăна асăрхӗç, тивӗçлипе палăртӗç. Хăвăр тунă йăнăша ăнланса илсе тӳрлететӗр, çакă пуçланă ӗçе ăнăçлăн вӗçне çитерме пулăшать. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 
Çăлтăрсем сире хастартарах пулмаллине астутараççӗ. Час-часах хăвăра иккӗленӳсемпе аптрататăр: шутламасăр йышăну тунăн туйăнать, пултараятăр-и, çук-и?.. Лару-тăрăва хăй еккипе аталанма памалла, эсир пӗтӗмӗшне сăнаса йӗрлесе ӗлкӗрейместӗр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Ку эрне тӗрлӗ-тӗрлӗ хутшăнусемпе асра юлать — çывăх çынсемпе, кӗске вăхăтлăх, романтикăллисем, кăткăссисем. Килӗштерсе ӗçлекен предприятисен хушшинче йывăрлăхсем сиксе тухаççӗ. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Еткерлӗхпе, çын тупришӗн явап тытассипе, кивçен тавăрассипе çыхăннă ыйтусемпе ӗçлеме тивет çак кунсенче. Çывăх çыннăра пулăшассишӗн хăвăрăн кăмăлăра хăварма тивӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Айккинчен çын пулăшнипе пурнăçа кӗртмелли ӗçсене çак эрнере пуçăнни ăнăçлă. Анчах вӗсен финанссемпе те, пӗрлехи харпăрлăхпа та çыхăнмалла мар. Халь сирӗн май пур таран ытларах çынпа хутшăнмалла, обществăлла ӗçсене явăçмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Литература хайлавӗсем çырма вӗренме компьютерпа тата коммуникаципе çыхăннă сферăсенче ӗçлеме меллӗ вăхăт. Анчах самант та асăрханулăх çинчен манмалла мар, тимлӗ пулăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Çак кунсенче эсир хавхаланса ӗçлетӗр, анчах ку нумайлăха мар. Çавăнпа сирӗн ку тапхăрпа усă курса юлмалла, шутланисене пурнăçлама ӗлкӗрмелле. Эсир çаврăнăçуллă, хастар çын пулсан ку эрнере нумай ырă ӗç тума ӗлкӗретӗр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Эрне пуçламăшӗ сирӗншӗн пит ырă. Эсир хăвăра çӗнӗлле куратăр — пултараслăх, вăй-хал туятăр. Сирӗнтен хăшӗсем çӗнӗ профессие кӳлӗнӗç, ытларах ӗç укçи илме тытăнӗç. Эрне вӗçӗнче хăват чакнине туятăр, çакна пула çӗнӗ проектсемпе интересленесси те чакать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп