Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре «Монетная неделя» акци пуçланчӗ

Пухӑннӑ вак-тӗвек укçана Раççей çыннисем хут укçана е банкра уçнă шут çине куçарма пултараççӗ.

Майӑн 20-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 2-мӗшӗччен Раççейре «Монетная неделя» акци иртет. Çак вӑхӑтра вак укçана банкра хут укçапа улӑштарма е комиссисĕррех хӑй шучӗ çине куçарма пулать.

Акцие 146 банкӑн тӑватӑ пине яхӑн подразделенийӗ хутшӑннине пӗлтернĕ ЦБ пресс-службинче. Уйрӑмсен адресӗсемпе тата акци условийӗсемпе тӗплӗн  монетнаянеделя.рф сайтра паллашма пулать.

Акци пӗрремӗш хут 2023 çулта иртнӗ. Ун чухне 20 миллион ытла штук вак укçа пуçтарнă, вăл 83 миллион тенкĕпе танлашнă, пухнӑ укçан йывӑрӑшӗ 87 тонна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество