News by date 20 June 2025
-
«Геройлар янәшәдә – Герои рядом» литература конкурсне пӗтӗмлетрӗç
«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова «Геройлар янәшәдә – Герои рядом» патриотла литература конкурсӗнче «вырӑсла калав» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ. Конкурсӑн тӗп условийӗ - хайлав СВО темипе ҫыхӑнмала. Тӗп тӗллевӗ – йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тата патриотизма аталантарасси.
-
Шăплăх минучӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра иртет
Июнӗн 22-мӗшӗ – Астăвăмпа хурлану кунӗ. Çак кун 84 çул каялла Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кашни çемьенех пырса тивнӗ хаяр вăрçă. Астăвăмпа хурлану кунӗнче вăрçăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса асăнасси йăлара.
-
«КАМАЗ-мастер» малта!
«КАМАЗ-мастер» команда чи вăйли пулнине «Урал рубеж» ăмăртура тепӗр хут ӗнентерчӗ. Финиша чăн малтан Богдан Каримов ушкăнӗ, штурманӗ хамăр ентеш, чăваш каччи Дмитрий Никитин, çитнӗ.
-
Юхма Мишши повеçӗ тăрăх ӳкернӗ кинона Хусанта кăтартаççӗ
Юхма Мишшин «Акман анари вырман тулă кĕлти» повеçӗ тӑрӑх ӳкернӗ «История деда Азамбая» фильма Хусанти «Мир» кинотеатрта июнӗн 22-мӗшӗнче кăтартаççӗ.
-
Хусанта 21-ти курьер çакланнă
Хусанта полици сотрудникӗсем 65-ри хӗрарăмран миллион тенке яхăн укçа илсе кайнă 21-ти курьера тытса чарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шулӗксем хӗрарăма темиçе кун тухтăр патне çырăнма шăнкăравланă иккен. Хăйсене кирлӗ кода илсен вара Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне кӗнӗ.
-
Ӗне-выльăхшăн субсиди
Сăвăнакан ӗне-качака тытакан граждансене тăкака саплаштарма республика субсиди (пӗр ӗнешӗн – 6300, çулталăкран аслăрах качакашăн 1000-шер тенкӗ) парать.