Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 21-ти курьер çакланнă

Хусанта полици сотрудникӗсем 65-ри хӗрарăмран миллион тенке яхăн укçа илсе кайнă 21-ти курьера тытса чарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шулӗксем хӗрарăма темиçе кун тухтăр патне çырăнма шăнкăравланă иккен. Хăйсене кирлӗ кода илсен вара Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне кӗнӗ.

Кредитсем илессипе хăратса мӗнпур укçине курьер урлă парса яма ӳкӗте кӗртнӗ вӗсем. 21-ти курьера полици килӗнче тытса чарнă. Допросра каланă тăрăх, ку «ӗçе» вăл мессенджерсенчен пӗринче тупнă. Пӗрремӗш заказа илмешкӗн Авиастроительнăй районне кайнă та. Хайхи хӗрарăм миллион тенкӗ укçа хунă пакета ăна çурт картишӗнчех панă. Çӗнӗ «ӗçре» укçа нумай ӗçлесе илнӗ-и вăл, сахал-и, пӗрремӗш задани-ши ку унăн е черетли – паллă мар. Преступленишӗн вара закон умӗнче явап тытмах тивет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество безопасность мошенники