Юхма Мишши повеçӗ тăрăх ӳкернӗ кинона Хусанта кăтартаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Юхма Мишши повеçӗ тăрăх ӳкернӗ кинона Хусанта кăтартаççӗ

Юхма Мишшин «Акман анари вырман тулă кĕлти» повеçӗ тӑрӑх ӳкернӗ «История деда Азамбая» фильма Хусанти «Мир» кинотеатрта июнӗн 22-мӗшӗнче кăтартаççӗ.

Фильмăн режиссерĕ – Çӗнӗ Шупашкарта пурăнакан  Марат Никитин. Кино пысăк экран çине октябрь уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тухнă.

Кинокартинăра вăрçăра ывӑлне çухатнӑ Азамбай мучин пурнăçӗ çинчен каласа панӑ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пӗтнӗренпе тӑватӑ çул иртнӗ пулсан та ашшӗ хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне фронтран кӗтме пăрахмасть.

Тӗп рольте – РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов.

М.Никитин харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.


Кино Чувашская культура

Нет комментариев