Ӗне-выльăхшăн субсиди
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗне-выльăхшăн субсиди

Сăвăнакан ӗне-качака тытакан граждансене тăкака саплаштарма республика субсиди (пӗр ӗнешӗн – 6300, çулталăкран аслăрах качакашăн 1000-шер тенкӗ) парать.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви заявкăсене июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 2-мӗшӗччен йышăнать.

Документсене «Мои субсидии» система урлă электронлă майпа ямалла. Тӗплӗнрех 8(843)221-76-88 (8801) телефонсемпе ыйтса пӗлме пулать. Заявкăна памалли йӗркепе министерствăн сайтӗнче https://agro.tatarstan.ru/podderzhka-lph-na-soderzhanie-doynih-korov.htm  ссылкăпа кӗрсе паллашмалла.

 


Сельское хозяйство субсидия село

Нет комментариев