Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Геройлар янәшәдә – Герои рядом» литература конкурсне пӗтӗмлетрӗç

«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова «Геройлар янәшәдә – Герои рядом» патриотла литература конкурсӗнче «вырӑсла калав» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ. Конкурсӑн тӗп условийӗ - хайлав СВО темипе ҫыхӑнмала. Тӗп тӗллевӗ – йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тата патриотизма аталантарасси.

"Геройлар янэшэдэ - Герои рядом" республика конкурсне ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе "Татмедиа" пичетпе массӑлла коммуникацисен республика агентстви пуҫарнӑ.

Конкурс 4 номинаципе - повесть, калав, поэма е сӑвӑсен ярӑмӗ, очерк - иртнӗ, комиссие 136 ӗҫ ярса панӑ. Конкурса ятарлă çар операцине хутшăнакансен хастарлăхӗ, паттăрлăхӗ тата патриотизмӗ çинчен тутарла е вырăсла (2022 çултан кая мар) çырнă литература произведенийӗсен авторӗсенчен 136 заявка килнӗ. Паян ТР наци библиотекинче конкурса пӗтӗмлетрӗç.

Çӗнтерӳçӗсем хушшинче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова. Унăн вырăсла çырнă «Рана» калавне жюри пысăк хак панă. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: награждение литература писатель патриотизм конкурсс