Кăштах кулăш
Çӗнӗ çул умӗн асламăш патне мăнукне кӳрсе янă. Ача тепӗр кун темшӗн ирхине япăх кăмăл-туйăмпа вăраннă, йӗрмӗшме пуçланă. – Мăнукăм, ан йӗр, йӗмесен сана Хӗл Мучи Çӗнӗ çула кран парнелӗ, – тет асламăшӗ. – Ого! Халь манăн икӗ кран пулать апла! – тет мăнукӗ. – Мӗншӗн иккӗ? – тӗлӗнет асли. – Пӗрне эп санăн шкапăнта тупрăм… ××× Хӗл Мучирен çыру: «Хаклă Петюк! Эпӗ сана манран ыйтнă чаплă смартфона ярса параймастăп, мӗншӗн тесен эсӗ харпăр даннăйсемпе усă курма юрать тесе çырнă ятарлă хут çине алă пусса яман».