Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

• Раштав уйăхӗн 23-мӗшӗ – Мина. Тӳпери çăлтăрсем питӗ пӗчӗккӗн курăнаççӗ – юр çăвасса. Алтăр çăлтăр уйрăмах ялтăртатса çиçет – çил-тăмана.

• Раштав уйăхӗн 24-мӗшӗ – Никон. Ку кун юр нумай çусан çулла курăк аван çитӗнет. Хӗвел пайăркисем аялалла – çил-тăмана, çӳлелле – сивӗтессе.

• Раштав уйăхӗн 25-мӗшӗ – Спиридон. Çак кун çанталăк мӗнле, кăрлачăн 14-мӗшӗнче те çапла пулать. Ирхине ăмăр, çумăрлă çанталăк пулсан çуркунне ир килет тата ăшă пулать. 

• Раштав уйăхӗн 26-мӗшӗ – Евстрат. Çак кун мӗнле, кăрлач уйăхӗ те çапла. Кашкăрсемпе йытăсем çуртсен çывăхӗнче улани – сивӗтессе. 

• Раштав уйăхӗн 27-мӗшӗ – Филимон. Ку кун хӗвеллӗ-тӗк – нарăс уйăхӗ сивӗ те уяр пулать. Йывăçсене пас тытнă – эппин кӗçех юр çăвать. 

• Раштав уйăхӗн 28-мӗшӗ – Трифон. Пуш уйăхӗ епле пуласса кăтартакан кун. Сивӗ пулсан, юр çусан – çитес çул тырпул ăнса пулать. Каçхи тӳпере çăлтăрсем яланхинчен вăйлăрах çутатаççӗ-тӗк – çуркунне кая юлса килет.

• Раштав уйăхӗн 29-мӗшӗ – Агей. Çак кун мӗнле – ака уйăхӗ те çапла. Ирпе уяр та сивӗ – çуркунне ир килет. Çил-тăман вӗçтерет-тӗк – хӗл вăрăма тăсăлать тата нумай юрлă пулать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы