Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Валентин Урташăн чунӗ сăвви-юррисенче пурăнать

Вăл кун çанталăк хӗллехи евӗр мар йӗпе те çиллӗччӗ. Палăртнă пекех Раккассине ирхине 10 сехет тӗлне çитрӗмӗр. Декабрӗн 21-мӗшӗ. Çул хӗрринчи катари çурт çумӗнче хӗрлӗ кирпӗчрен купаласа тунă мемориаллă палăк курăнса ларать. Гранит плита юрлă-пăрлă çанталăка пула тӗксӗмленсе ларнă та ун çинче мӗн ӳкерсе çырнине çывăхарах пырсан тин уйăрса илме пулать.

Шăп 100 çул каялла Пăва районӗнчи çак ялта пӗр кун маларах – декабрӗн 20-мӗшӗнче паллă чăваш поэчӗ Валентин Урташ (Яковлев) çуралнă. Ун çурчӗ пулнă вырăнта паян паллă ентешне сума суса мемориаллă палăк лартнă. Ку ырă ӗçе пуçарса пурнăçа кӗртекенӗ районти Чăваш наципе культура центрӗн унчченхи председателӗ Владимир Бабайкин пулчӗ. Халӗ вăл Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă район администраци пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пырать. Пăвари чăвашсен пӗрлӗхне варативӗçлӗ шайра Владимир Ильин ертсе пырать. Шăп вӗсем пуçарнипе ӗнтӗ Раккассипе Элшел ялӗсенче поэтăн 100-çуллăхне халланă фестиваль-конкурс иртрӗ иртнӗ шăматкун. 

Раккассинчи палăк умне халăх питӗ йышлă пухăнчӗ. Хăнасем Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Енрен, Хусантан килсе çитрӗç, ял-йыш та самай пуçтарăннă. Çакă хăйех ӗнтӗ Валентин Урташа мӗн тери сума сунине, юратнине кăтартрӗ. 

Палăк умӗнчи митинга Пăва район администрацийӗн пуçлăх çумӗ Ильдар Еремеев уçрӗ. «Пур çавăн пек çынсем хăшӗсен   культурăна, вӗрентӗве кӗртнӗ тӳпи калама çук пысăк. Çавăн пек çын пулнă та пирӗн Валентин Андреевич Яковлев. Вăл чăннипе пирӗн культурăна пуянлатнă çын – чăвашсенне кăна мар, тутарсенне те, пӗтӗмпе Раççейӗнне», – терӗ пуçлăх çумӗ. 

Сăмах калакансен шутӗнче Раккассинче çуралса ӳснӗ, халӗ Чăваш Енри Елчӗкре пурăнакан паллă çыравçă, журналист Анатолий Тимофеев, Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче пурăнакан таврапӗлӳçӗ Михаил Вериялов, поэтăн тăванӗ Раиса Козлова пулчӗç. Анатолий Артемьевичпа Раиса Леонидовнăна акă Валентин Урташпа курса клаçма та телей пулнă. Çавăнпа вӗсене итлеме питӗ интереслӗ пулчӗ. Поэт сăнарӗ куç умне чӗррӗн тухса тăчӗ. 

«Эпир Валентин Урташпа мăнкăмăлланатпăр, унăн пӗтӗм юррисем питӗ нумай. Вӗсем пурте халăх асӗнче юлнă. Ваттисем çеç мар çамрăксем те «Укăлча умӗнче», «Шурă хурăн» юррисене пӗлеççӗ», – терӗ Анатолий Тимофеев. 

Михаил Вериялов хăйӗн амăшӗ Валентин Урташпа пӗр шкулта – Элшелӗнче вӗреннине аса илсе каласа пачӗ. Пӗчӗк Валентин пит йăрă ача пулнă тет, тăхтав вăхăтӗнче пурин патне те çитсе çаврăнма ӗлкӗрнӗ. Çитӗнсе пыраспа вара юптарса панă халапӗсем таврари ялсенче те сарăлнă. «Икçӗре яхăн сăвă çырнă Урташ, вӗсене пурне те юрра хывнă композиторсем. Анчах ман шутпа вăл пӗр 7-8 сăвă çырса юрра хывнă пулсан та чăваш халăх асӗнче пулӗччӗ. Мӗншӗн тесен вăл питӗ ырă, уçă çын пулнă. Пурте туртăннă ун патне», – терӗ таврапӗлӳçӗ. 

Халăх умне тăванӗ Раиса Козлова тухса «Валентин тете, сана пуç таятăп», – тесен вара куç умӗнче тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ. Поэтăн гранит плита çинчи сăнӗ ялт çуталса кайса чӗрӗлнӗ пек пулса тăчӗ. Çакна ик-виç çын кăна мар пурте асăрхаса питӗ тӗлӗнчӗç.  

«Эпӗ Урташа ачаран пӗлеп. Çак урампа иртсе пынă чух палăк умне тăрса пуç таймасăр иртсе каймастăп. Çапла вӗт, Валя тете!» – сывлăша янратрӗ Раиса Леонидовна. Унтан вăл хăйсен ялӗнче Урташпа пӗр вăхăталла çуралнисене, савнă тусне Кринкка Качукне, çав шутра тепӗр поэта Давид Шашкина асăнчӗ. Валентин Урташăн аппăшӗсем ăçта пурăннине те кăтартса каласа пачӗ. Юлашкинчен поэтăн юррисене Анатолий Тимофеевпа пӗрле юрласа пачӗç. 

Митинг палăк умне чечек çыххисем хунипе вӗçленчӗ. Унтан пуçтарăннă халăх Элшелне çул тытрӗ. Çакăнта уяв мероприятийӗ фестиваль-конкурспа малалла тăсăлчӗ. Ачасем сăвă калани хушшинче хăнасем сăмах илчӗç, поэтсем хăйсен Валентин Урташа халалланă сăввисене вуларӗç. Çавсен хушшинче ентешӗ Галина Кӗмӗл, Николай Зимин, Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Мальвина Петрова, обществăлла ӗçченсемпе тăванӗсем пулчӗç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели