Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Çӗнӗ çул умӗн асламăш патне мăнукне кӳрсе янă. Ача тепӗр кун темшӗн ирхине япăх кăмăл-туйăмпа вăраннă, йӗрмӗшме пуçланă. – Мăнукăм, ан йӗр, йӗмесен сана Хӗл Мучи Çӗнӗ çула кран парнелӗ, – тет асламăшӗ. – Ого! Халь манăн икӗ кран пулать апла! – тет мăнукӗ. – Мӗншӗн иккӗ? – тӗлӗнет асли. – Пӗрне эп санăн шкапăнта тупрăм… ××× Хӗл Мучирен çыру: «Хаклă Петюк! Эпӗ сана манран ыйтнă чаплă смартфона ярса параймастăп, мӗншӗн тесен эсӗ харпăр даннăйсемпе усă курма юрать тесе çырнă ятарлă хут çине алă пусса яман».

– Чунăм, сана Çӗнӗ çул ячӗпе мӗн парнелес? – ыйтать Чăнкă Мирун арăмӗнчен.

– Ой, пӗлместӗп... Шутламан та кун пирки...

– Ну, юрӗ вара, тепӗр Çӗнӗ çулччен шутла.

×××

Хӗл Мучирен çыру: «Хаклă Петюк! Эпӗ сана манран ыйтнă чаплă смартфона ярса параймастăп, мӗншӗн тесен эсӗ харпăр даннăйсемпе усă курма юрать тесе çырнă ятарлă хут çине алă пусса яман».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды