Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çӗнӗ çул умӗнхи эрне питӗ хӗвӗшӳллӗ, хăвăрт иртсе каять

Çулталăка пӗтӗмлетме те ӗлкӗрмелле, пуçланă ӗçсене те вӗçлемелле. Тата, паллах, 2025 çула та плансем палăртмалла.

ТАКА 21.III – 20.IV

Çак кунсенче сирӗн нумай ӗç туса ӗлкӗрмелле, пуçланă проектсене вӗçлемеллех. Мӗншӗн тесен çăлтăрсем сире çӗнӗ çула парăмсăр, çăмăллăн кӗме хушаççӗ. Харкам пурнăçра савăнтаракан сюрпризсем пулӗç.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Финанс тăнăçлăхне çирӗплетме май параççӗ çăлтăрсем. Тен, эсир кӗтмен çӗртен самай тупăш паракан ӗç тупатăр. Апла пулин те укçана пӗлсе тыткалăр, тӗллевсӗр тăкакласа ан пӗтерӗр. Çывăх çыннăрсене ытларах тимлӗх уйăрни хутшăнусене çирӗплетет.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ку эрнере эсир питӗ япшар, нумай çынпа тӗл пулса калаçма ӗлкӗретӗр. Çавăнпах йышра ыттисен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче çеç темелле. Ку кăмăлăра çӗклет кăна мар, сумлăрах çынсемпе туслăрах пулма та май парать. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Пӗр тапхăр пӗччен юлса тарăн шухăша кайса ларни сирӗншӗн питӗ кирлӗ. Халь хăвăрпа хăвăрăн пӗр чӗлхе тупмалла, килӗшӳ патне тухмалла. Çемьепе, çывăх юлташсемпе пӗрле канса вăй пухни усăллă пулӗ.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

 Эрнипех кăмăлăра çӗклекен, лайăххипе асра юлакан пулăмсем пулаççӗ. Творчествăпа аппаланма та, пултарулăхăра кăтартма та, ума çӗнӗ тӗллевсем лартма та меллӗ вăхăт. Ӗçре паракан сӗнӳсем карьерăна витӗм кӳрӗç.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Эсир хăвăра кăшт ывăннăн туятăр, анчах ку вăхăтлăха кăна тесе пӗлтереççӗ çăлтăрсем. Çӗнӗ çула парăмсăр кӗрес тесен пуçланă ӗçсене вӗçлемелле. Ӗçӗрти улшăнусем сирӗншӗн ырă пулӗç. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çак кунсенче нумай çынпа хутшăнма тӳр килет. Пӗлӗшӗрсемпе, юлташăрсемпе çыхăнăва çирӗплетме те, çӗнӗ çынсемпе паллашма та лайăх вăхăт. Сӗнӳсене тулли кăмăлпа йышăнăр, вӗсем сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Харкам пурнăçра килӗшӳ, юрату хуçаланӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Трансформаци вăхăчӗ пек асра юлӗ ку эрне. Сирӗнтен хăшӗсем планӗсене пăхса тухса пурнăçа тӗпрен улăштарас тейӗç, теприсем урăх йышши ӗçе вырнаçӗç. Улшăнусенчен ан хăрăр, вӗсем лайăх. Çывăх çыннăрсемпе тӳсӗмлӗрех, çепӗçрех пулăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Халь сирӗн хăвăра аталантарассипе нумай ӗçлемелле, малашлăха плансем тумалла. Пуçланă проектсене вӗçлеме, çитӗнӗвӗрсене пăхса тухма ăнăçлă вăхăт.  Ума çӗнӗ тӗллевсем лартмалла. Харкам пурнăçра йăлт йӗркеллӗ пулса пырать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Эсир халь хăвăрта иксӗлми вăй туятăр, темӗнле кăткăс йышăну тума та хатӗр. Ӗçӗрте тăрăшуллăрах пулсан çитӗнӳсем тума май пур. Çывăх çыннăрсене ан манăр, вӗсен пулăшăвӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Уявсене çемьепе ирттерме лайăх.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çак кунсенче эсир хавхалануллă, пуçра тӗрлӗ идейăсем нумай. Тахçанхи ыйтусене çӗнӗлле, креативлă татса парса таврари çынсене тӗлӗнтеретӗр. Харкам пурнăçра кăмăла çӗклекен кӗтменлӗхсем пулаççӗ. Çăлтăрсем канса вăй илме вăхăт çитнине астутараççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере сирӗн интуици нихăçанхинчен çивӗч. Хăвăршăн питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хурав тупассишӗн эсир темӗнччен медитаци ирттерме хатӗр. Творчествăпа аппаланни хăвăрта килӗшӳ тупма пулăшӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп