Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вулама юратакансем

Çемье çулталăкӗ вӗçленсе, Çӗнӗ çул çывхарса пырать.Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотекине тăтăш çӳрекен Нагуськинсемпе Смолинсен çемйисем Пӗтӗм Раççейри «Новогодние семейные чтения вслух. Живая классика» акцие хутшăнчӗç.

Вулама юратасси, хуть мӗн каласан та, çемьерен пуçланать. Акцие хутшăнакан çемьесем ачисемпе пӗрле хăйсем суйласа илнӗ произведенисен сыпăкӗсемпе усă курса творчествăлла номерсем хатӗрленӗ. Ку акци çемьесене пӗрле пухса илемлӗ литература вуласа киленме май панипе пӗрлех çемьери çыхăнусене çирӗплетме те пулăшрӗ.

Акцие хутшăнакансем Диплома тата пылак парнене тивӗçрӗç.

Лидия КАРАЕВА.

Теччӗ районӗ,

Çармăс. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чтение