Робсон Мусин – Халăх Хӗл Мучийӗ!
Çӗнӗ хыпарсем

Робсон Мусин – Халăх Хӗл Мучийӗ!

Актаныш районӗнче пурăнакан Робсон Мусин Тутарстанра Халӑх Хӗл Мучийӗ пулни декабрӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ « С Новым годом, семья!» телемарафон вӑхӑтӗнче паллӑ пулчӗ. Уншӑн сасӑлава хутшӑннӑ çынсен 61 проценчӗ сасӑланӑ.

Иккӗмӗш вырӑна Рустам Робсонович Мусин (çӗнтерӳçӗн ывӑлӗ) йышӑннӑ, унӑн асамçӑ стажӗ – 25 çул. Уншӑн 19 процент сасӑланӑ. Петрӗç районӗнче пурăнакан Евгений Максимов виççӗмӗш вырӑна (17 процент  сасăланӑ) тивӗçрӗ, унӑн ӗç стажӗ – 15 çул.

Хӗл Мучисемшӗн  «ВКонтактре»  6 пин ытла çын сасӑланӑ,  800 яхӑн комментари хӑварнӑ.

Çӗнӗ çул асамçисене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева саламларӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ. Главное» телеграм-каналтан. 


общество

Нет комментариев