г. Казань
«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова «Геройлар янәшәдә – Герои рядом» патриотла литература конкурсӗнче «вырӑсла калав» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ. Конкурсӑн тӗп условийӗ - хайлав СВО темипе ҫыхӑнмала. Тӗп тӗллевӗ – йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тата патриотизма аталантарасси.
Июнӗн 22-мӗшӗ – Астăвăмпа хурлану кунӗ. Çак кун 84 çул каялла Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кашни çемьенех пырса тивнӗ хаяр вăрçă. Астăвăмпа хурлану кунӗнче вăрçăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса асăнасси йăлара.
«КАМАЗ-мастер» команда чи вăйли пулнине «Урал рубеж» ăмăртура тепӗр хут ӗнентерчӗ. Финиша чăн малтан Богдан Каримов ушкăнӗ, штурманӗ хамăр ентеш, чăваш каччи Дмитрий Никитин, çитнӗ.
Юхма Мишшин «Акман анари вырман тулă кĕлти» повеçӗ тӑрӑх ӳкернӗ «История деда Азамбая» фильма Хусанти «Мир» кинотеатрта июнӗн 22-мӗшӗнче кăтартаççӗ.
Хусанта полици сотрудникӗсем 65-ри хӗрарăмран миллион тенке яхăн укçа илсе кайнă 21-ти курьера тытса чарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шулӗксем хӗрарăма темиçе кун тухтăр патне çырăнма шăнкăравланă иккен. Хăйсене кирлӗ кода илсен вара Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне кӗнӗ.
Сăвăнакан ӗне-качака тытакан граждансене тăкака саплаштарма республика субсиди (пӗр ӗнешӗн – 6300, çулталăкран аслăрах качакашăн 1000-шер тенкӗ) парать.
0