Раççей Почтин уйрăмӗсен ӗç графикӗ
Раççей Почтин Тутарстанри уйрăмӗсенчен чылайăшӗ Халăх пӗрлӗхӗн кунӗнче, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, ӗçлемест. Почтальонсем çак кун çырусене, посылкăсене тата хаçат-журналсене валеçмеççӗ. Кун пирки Раççей Почтин пресс-служби пӗлтерет.