Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Культурăсен пӗрлӗхӗ – халăх вăйӗ

Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне Раççейӗпе çыракан этнодиктант кăçал 10-мӗш хут иртет. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче онлайн мелӗпе те, çак тӗлӗшпе ӗçлекен ятарлă площадкăсенче те çырма пулать

Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне Раççейӗпе çыракан этнодиктант кăçал 10-мӗш хут иртет. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче онлайн мелӗпе те, çак тӗлӗшпе ӗçлекен ятарлă площадкăсенче те çырма пулать. Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи тӗп площадка яланхи пекех Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче пулӗ. Пӗтӗмпе республикăра 100 площадка ӗçлӗ. Пӗлтӗр Тутарстанра 46 пине яхăн çын ку акцие хутшăннă. Йӗркелӳçӗсем кăçал этнодиктант çыракансен шучӗ ытларах пуласса шанаççӗ.
Этнодиктант ирттересси пирки, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисем çинчен тата ноябрӗн 6-мӗшӗнче паллă тăвакан Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ пирки юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗнче, «Татар-информра» пресс-конференци ирт­рӗ. Унта ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина тата ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Пирӗн çурт – Тутарстан» фестивалӗн гала-концерчӗн режиссерӗ Рамиль Сибгатуллин пулчӗç. 
Ирада Хафизяновна сăмахне Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ Мининпа Пожарский ячӗсемпе çеç мар, тӗнпе, Хусанпа çыхăннине аса илтерчӗ. «Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне паллă тăватпăр. Раççее Польшăпа Литва интервенчӗсенчен тасатма Хусан мит­рополичӗ Гермоген святитель çак турăша пиллесе панă Мускава хӳтӗлекенсене. Ку пирӗншӗн манăçми пулăм. Тутарстанра 170 ытла наци, тӗрлӗ тӗн конфессийӗн çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнаççӗ. Кăçал юбилейлă 10-мӗш хут иртекен «Пирӗн çурт – Тутарстан» фестивале çулран çул хутшăнакансен шучӗ ӳссе пыни те çак сăмахсене çирӗплетет. Кăçал фес­тивале 512 коллектив, солист хутшăннă, вӗсенчен финала 450-шӗ тухнă». Танлаштарма – 10 çул каялла республикипе те 200 коллектив пуçтарăннă пӗрремӗш «Пирӗн çурт –Тутарстана». 
Халăхсен пӗрлӗхӗпе çыхăннă тепӗр акци те йăлана кӗнӗ, сăмах ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртекен «Искусствăсен каçӗ» пирки. Хусан Кремлӗнчи музейсем питӗ тӗплӗн хатӗрлеççӗ çак проект витӗмӗнчи мероприятисене, 18.00 сехетрен 23.00-ччен пырӗç вӗсем. Кăçал «Искусствăсен каçӗ» «Культурăсен пӗрлӗхӗнче – халăх вăйӗ» девизпа иртет. Билетсем Хусан Кремлӗн сайтӗнче. 
Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче юбилей концерчӗ пулать. Шăп ноябрь пуçламăшӗнче 80 çул каялла Хусанта консерватори уçăлнă, халӗ вăл тутарсен паллă композиторӗн Н.Жигановăн ячӗпе хисепленет.    
Тимур Кадыров кашни çулах Халăхсен Туслăх Çуртӗнче этнодиктант çырас текенсем йышлине палăртрӗ. Куллен пырса çӳрекенсем çеç мар, ятарласа диктант çырма килекенсем те нумаййи, паллах, акцин пӗлтерӗшӗ пысăккине кăтартать. Туслăх Çурчӗн директорӗ онлайн çырас текенсем валли сайтсен адресӗсене пӗлтерчӗ: miretno.ru тата национальнаяполитика.рф. 
Сильвия Чаркина этнодиктанта çырассине йӗркелекенсенчен пӗри. Тутарстан Халăхсен ассамблейи çумӗнчи наципе культура автономийӗсем, обществисем этнодиктант çырма уяври пек наци тумӗсемпе, йышлăн пуçтарăннине палăртрӗ. 2025 çулти этнодиктантăн уйрăмлăхӗсемпе кăшт паллаштарчӗ. Чи малтанах – кăçал пӗрремӗш хут ятарлă çар операцине хутшăнакансем видеоыйту парӗç. Çар çыннисемпе, халăхсен тараватлăхӗпе çыхăннă ыйтусем те пулӗç.
Сильвия Николаевна этнодиктант çыракансемшӗн ыйтусене тӗрӗс хуравласа пысăк балл илнинчен ытла халăхсемпе çыхăннă йăласене, историне пӗлесси кăсăк тесе шутлать. Хăш-пӗр ыйтăва çав халăх çынни пулмасан та ăнкарса илме пулать тесе вăл пушкăртсем качча кайнă хӗрарăма «килен» тесе чӗннине аса илчӗ. Тӗрӗк чӗлхи ушкăнӗнчи халăхсемшӗн çакна ăнкарса илме чăнах та ансат. 
Çаплах Сильвия Чаркина ноя­брӗн 9-мӗшӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ тăван чӗлхепе диктант ирттерессине пӗлтерчӗ. Икӗ диктант пулать – вăтам çулсенчи ачасен хушшинче тата аслисем валли. Хальлӗхе мӗнле диктант пуласси паллă мар иккен. Чăвашсем çыракан диктант текстне Шупашкартан ЧР Вӗрентӳ министерстви хатӗрлесе ярса парать иккен. Конверта диктант  умӗн çеç уçӗç.
«Пирӗн çурт – Тутарстан» фес­тивалӗн режиссерӗ Рамиль Сибгатуллин 10-мӗш фестивалӗн уйрăмлăхӗсем çинчен каласа пачӗ. Республикăри пултарулăх коллективӗсене финала илме суйлав тапхăрӗсене те хутшăннă вăл. Республикăри çичӗ района çитме тӳр килнӗ. Кăçал Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисем «Культурăсен пӗрлӗхӗ – халăхсен вăйӗ» девизпа иртнине тӗпе хурса гала-концерта уйрăм-уйрăм халăхсен культурине халалланă блоксемпе мар, пӗрле ирттерме йышăннă. Пысăк юханшыва юхса кӗрекен çырмасен сăнарӗпе танлаштарса кăтартма шутланă çапла туса режиссер.   
 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Праздники