ГигаЧат нейросеть чăвашла та пӗлет
Искусствăлла интеллект тӗрлӗ чӗлхепе калаçни Раççейӗн культура еткерлӗхне сыхласа хăварма, тӗрлӗ наци халăхне цифра технологийӗсемпе анлă усă курма кирлӗ.
Раççей халăхӗсен чӗлхисемпе пӗрлех чăвашла та текстсем кӗртнипе ГигаЧатăн майӗсем анлăланнă, тесе пӗлтерет chgtrk.ru сайт.
РУВИКИ интернет-энциклопеди чăвашла, тутарла, марилле, пушкăртла, пӗтӗмпе 20 чӗлхепе халăх культури, йăли-йӗрки, историйӗпе хăйне евӗрлӗхӗ çинчен паха материалсемпе тивӗçтернӗ. Искусствăлла интеллекта тăван чӗлхепе паха текст çырма вӗрентме май парать ку.
РУВИКИ интернет-энциклопедире хальхи вăхăтра Раççей халăхӗсен чӗлхипе пурӗ 1400 000 ытла статья. ГигаЧата малалла вӗрентмелли лайăх никӗс вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев