Кун пек проектсем çӗршывра çук
Халăхсен хушшинчи рыцарьсен фестиваль-турнирӗ Хусанта пӗрремӗш хут иртет
«Туризм тата тараватлăх» наци проекчӗн витӗмӗпе иртет фестиваль-турнирӗ. Йӗркелӳçӗсене туризм инфраструктурине аталантарма уйăракан субсидипе тивӗçтернӗ. Çавăнпа çӗнтерӳçӗсене укçан преми пама та май пур. Хусанта иртекен турнирпа çӗршыври çакăн пек тематикăпа йӗркелекен турнирсен хушшинче пысăк уйрăмлăх пур. Пӗр енчен вăл чăн-чăн спорт мероприятийӗ, куракансене те, унта хутшăнакансене те хавхалантарать. Тепӗр енчен – историпе интереслентерет. Спикерсем шанаççӗ, кун пек проектсем çӗршывра çук, çавăнпа вăл нумай çула пырасси куçкӗрет.
Хусанти Атăлçи федераллă университетăн «УНИКС» культурăпа спорт комплексӗн виçӗ хутӗнче вырнаçӗç фестиваль площадкисем. Мероприяти унта хутшăнакансемшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. «Рыцарьсемшӗн» ку романтика çеç мар, историпе, аваллăхпа куçа-куçăн тӗл пулни. Вӗсем чăн-чăн хӗçсемпе, шлемсемпе, ытти хӗç-пăшалпа çапăçăва тухӗç. Кунта виçӗ çулти ачасене те кӗртеççӗ. Тӳлевсӗрех, анчах сайтра регистраци иртмелле.
Ытларикун «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцие фестивале йӗркелекенсем хутшăнчӗç: ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ А.В.Софьина, «Битва эпох», «Великий Болгар» фестивальсене йӗркелекенӗ, «Путешествие в прошлое» компанин ӗç тăвакан директорӗ А.Е.Кокурин тата КФУ социаллă спорт объекчӗсен дирекцийӗн пуçлăхӗ А.В.Луконин.
Тутарстанра халиччен те вăл е ку тематикăпа çыхăннă вăтам ӗмӗрсенчи çар çыннисен турнирӗсене йӗркеленисем пулнă. Кăçал 34-мӗш хут иртекен «Зиланткон», тӗслӗхрен. «Аслă Пăлхар» проекта та аса илме пулать. «Казань. Путешествие в прошлое» вара пӗрремӗш хут иртет, апла пулин те вăл, йӗркелӳçӗсен шучӗпе, питӗ ăнăçлă проект. Çак вăхăтрах, ноябрӗн 1 – 4-мӗшӗсенче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче «Зиланткон» иртни те вӗсенчен куракана туртса илесрен хăратмасть. Çакăн пирки ыйту парсан Алексей Кокурин: «Театр сезонӗ кашни театршăн уйрăм уçăлмасть, харăсах темиçе театрта спектакльсем пырсан та кашнин хăйӗн кураканӗ тупăнать. Пирӗн те фестивале килсе курас текенсем çителӗклех пулаççӗ», – çирӗппӗн лăплантарчӗ журналиста.
«Казань. Путешествие в прошлое» фестивале хутшăнма 250 çын заявка панă, вӗсемпе, паллах, тăванӗсемпе юлташӗсем те килеççӗ Хусана. Казахстан, Кăркăс Республикисенчен, Раççей регионӗсенчен спортсменсене кӗтеççӗ йӗркелӳçӗсем. Тутарстанран 8 спортсмен хутшăнать. Çитӗннисем те, çул çитменнисем те пур вӗсен хушшинче. Вăрттăнлăха кăшт уçатпăр – йӗркелӳçӗсем Ешӗлвар хулинчен пӗр хӗр хутшăнассине те пӗлтерчӗç. Вăл Раççей чемпионачӗсенче чи вăйлă 5 спортсменран пӗри. Турнирта пӗччене пӗччен çапăçакансем те, иккӗне иккӗннисем те пулаççӗ.
Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх, куракансем те кольчуга-шлем тăхăнса пӗр-пӗринпе тупăшма пултарӗç. Паллах, вӗсен хӗçӗсем спортсменсенни пекех мар ӗнтӗ.
Ăмăртусемсӗр пуçне фестивальте тата пилӗк темăпа площадкăсем ӗçлӗç. Вӗсенчен пӗри ярмаркка. Унта Раççейри ремесленник-реставраторсен ӗçӗсем, вăтам ӗмӗрсенчи аптека, тимӗрçӗ хатӗрленӗ япаласем пулӗç. «Вăтам ӗмӗрсен пуçламăшӗ», «XIII – XIV ӗмӗрсенчи Руç», «Атăлçи Пăлхар» зонăсем интерактивлă экспозицисемпе, мастер-классемпе, ухăран перессипе, историри пек фехтованипе интереслӗ пулӗç. Культурăпа спорт комплексне кӗнӗ çӗрте тимӗрçӗсен палаткисене лартӗç.
Спортсменсем ăмăртусенче чăннипех хӗçпе çапăçса кӗрешеççӗ. Хӗçсем катăлни те пулать, çавăнпа тимӗрçӗсем çывăхрах пулӗç, çийӗнчех ваннă хӗçе тӳрлетӗç.
Фестиваль программи анлă – археологипе, истори вăййисемпе лекцисем вуласси çинчен пӗлтерчӗ Александр Луконин. Экскурси маршручӗсем, музыка, ташăсем пур программăра.
Пресс-конференцире фестивале шăп çак вăхăтра ирттернин сăлтавӗсенчен пӗрне Анастасия Софьина октябрь, ноябрь уйăхӗсенче туристсен юхăмӗ чакнипе ăнлантарчӗ. Хусана, Тутарстана çуллахинчен кая мар килсе çӳреччӗр тесен çынсене магнит пек туртакан пысăк мероприятисем ирттерме тытăнмалла. «Казань. Путешествие в прошлое» фестиваль шăп çавăн пек пулăм пуласса шанать вăл: «Фестиваль сайтне кӗрсе пăхнă çынсенчен 39-шӗ Хусантан, Тутарстанран пулсан, ыттисем кӳршӗ регионсенчен, Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен», – пӗлтерчӗ вăл. Йӗркелӳçӗсем пӗрремӗш фестивале сахалтан та 10 пин çынна кӗтеççӗ.
Фестивале Хусан варринче ирттернин лайăх енӗ – вăл унта килнисене тапхăр-тапхăр урама тухса хулан историлле вырăнӗсемпе паллашма май парать. Çывăхрах Хусанти федераллă (Атăлçи) университетăн пуян музейӗсем, Бауман урамӗ, кăшт леререх кайсан Кабан кӳлли, Кивӗ Тутар слободи.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев