Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Тарталеткăри жюльен

Сухана ваккăн турамалла та тип çу çинче ăшаламалла. Çемçелнӗ сухан çине туранă шампиньон хушса тата 10 – 15 минут ăшаламалла. Кăмпа çине çăнăх, типӗтнӗ курăк сапса пăтраштармалла та тата 1-2 минут ăшаламалла.

Хăйма хушса пăтраштармалла, вӗреме кӗртмелле. Çулăма сӳнтерсе тăвар, хура пăрăç тата сахăр песокӗ хушмалла. Хатӗр хутăша тарталеткăсем çине хурса тухмалла. Кашнин çинех теркăланă сыр сапмалла. Тарталеткăсене пергамент сарнă противень çине хурса духовкăна 5-10 минута (сыр ирӗличчен) лартса илмелле.
400 г шампиньон, 150 г хăйма, 100 г сыр, 1 пуç сухан, 3 чӗптӗм çăнăх, 2 кашăк тип çу, типӗтнӗ техӗмлӗ курăк («Итальянские травы» текенни юрать), тăвар, вӗтетнӗ хура пăрăç, пӗр чӗптӗм сахăр песокӗ, 12 штук хатӗр тарталетка кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты