Раççей Почтин уйрăмӗсен ӗç графикӗ
Раççей Почтин Тутарстанри уйрăмӗсенчен чылайăшӗ Халăх пӗрлӗхӗн кунӗнче, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, ӗçлемест. Почтальонсем çак кун çырусене, посылкăсене тата хаçат-журналсене валеçмеççӗ. Кун пирки Раççей Почтин пресс-служби пӗлтерет.
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче пур уйрăмсем те ӗçе пӗр сехет маларах вӗçлӗç, ноябрӗн 1-мӗшпе 2-мӗшӗсенче стандартлă режимпа ӗçлӗç. Пенсисемпе пособисене РФ Социаллă фончӗн регионти уйрăмӗпе килӗштернӗ графикпа илсе çитерӗç.
Раççей Почтин хăш-пӗр уйрăмсем валли ятарлă режим çирӗплетеççӗ. Тӗслӗхрен, Хусанти Кремль урамӗнчи 8-мӗш çуртра вырнаçнă тӗп почта уйрăмӗ ноябрӗн 3-4-мӗшӗсенче хăйӗн яланхи расписанийӗпе ӗçлет. Ытти уйрăмсем мӗнле ӗçленине республикăра пурăнакансем компанин официаллă сайчӗ е мобильлӗ приложени урлă пӗлме пултараççӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев